Паян Хусанта Раççейпе Узбекистанăн ĕçлĕ çыхăнăвĕсен III Форумӗ иртет
Çӗнӗ хыпарсем

Паян Хусанта Раççейпе Узбекистанăн ĕçлĕ çыхăнăвĕсен III Форумӗ иртет

Вӑл бизнесӑн 700 ытла представительне, Раççейӗн 19 регионӗн тата Узбекистанӑн 12 регионӗн представителӗсене пӗрлештерӗ.

Паян, октябрĕн 4-мӗшӗнче, Тутарстанӑн тӗп хулинче Раççейпе Узбекистанăн ĕçлĕ çыхăнăвĕсен III Форумӗ пуçланать. Мероприяти икӗ çӗршывăн лидерӗсен — Владимир Путинпа Шавкат Мирзиёевӑн тӗлпулӑвӗ умӗн иртет.

Ӗçлӗ программа шайӗнче РФ вице-премьерӗ, РФ суту-илӳпе промышленность министрӗ Денис Мантуров, Узбекистан Премьер-министрӗ Жамшид Ходжаев, Тутарстан Республикин  Раисӗ Рустам Минниханов, Раççей регионӗсемпе тата Узбекистан хокимӗсен пуçлӑхӗсем  хутшӑннипе пленарлӑ лару пулать.

Форум «Казань Экспо» курав центрӗнче иртӗ.

Сăнӳкерчӗк  edu.gov.ru сайтран. 

 


форум

Нет комментариев