Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ПАЯН ЗАЯВКĂСЕМ ЙЫШĂНАС ТАПХĂР ВӖÇЛЕНЕТ

Хаклă вулакансем! «Сувар пики – 2023» конкурса заявкăсем йышăнас тапхăр паян, мартăн 31-мӗшӗнче, вӗçленет. Паян кун вӗçлениччен заявка паракансем чиперккесен конкурсне хутшăнса ӗлкӗреççӗ-ха.

Çитес эрнере вара – апрелӗн 3-мӗшӗнчен пуçласа 7-мӗшӗччен – конкурса хутшăнакан пикесемшӗн хаçатăн «ВКонтакте» социаллă сетьри ушкăнӗнче сасăлав иртӗ. Онлайн-сасăлавра чи нумай лайк пуçтаракан  пикене ятарлă приз кӗтет. Эппин, хăвăр килӗштернӗ пикесемшӗн сасăлама хатӗрленӗр.

Аса илтеретпӗр: «Сувар пики – 2023» титула илнӗ хӗр «Тутарстан Чăваш пики – 2023» конкурса хутшăнма тивӗçет (вăл апрелӗн 21-мӗшӗнче Хусанти Халăхсен Туслăх Çуртӗнче иртет, 15.00 сехетре пуçланать. – Ред.). 

Конкурса хутшăнас текен хӗрсем паян заявка парса ӗлкӗреççӗ-ха. Çырса тултарнă анкетăна,  сăнӳкерчӗксене, видеовизиткăпа пултарулăх номерне ӳкернӗ видеоролике suvar@mail.ru электронлă адреспа е 89179076881 телефон номерӗ çине «Сувар пики – 2023» конкурса» тесе палăртса мессенджерсем урлă ярса памалла. 

«Сувар пики – 2023» конкурсăн положенийӗпе suvargazeta.ru сайтра паллашма пултаратăр. 

Редакци.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев