Паянпа ыран çил-тăманлă çанталăк пулать, çул çинче асăрханса çӳрӗр
Тутарстанăн Çул-йӗр хăрушсăрлăхӗн патшалăх инспекцийӗ машинапа çӳрекенсене çил-тăманлă çанталăкра пăрлак çулсем çинче асăрхануллă пулма сӗнеççӗ.
Синоптиксем пӗлтернӗ тăрăх, паян каçпа, çӗрле тата ыран, ноябрӗн 25-мӗшӗнче, кунӗпе Тутарстанра çил-тăманлă çанталăк пулать. Çил çеккунтра 18 метр таран хăвăртлăхпа вӗрет, юр нумай çăвать. Çулсем пăрланма пултараççӗ.
Патшалăх автоинспекцийӗ водительсене пăрлак çулсемпе пынă чух автомобиль шуса кайма, тормоз çине пуссан та вăхăтра чарăнаймасса пултарни пирки аса илтереççӗ. Çавăнпа та хăрушсăр дистанципе хăвăртлăх суйлама сӗнеççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев