Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Паянтан пуçласа хӗлле пулă тытма юратакансем пухăнакан вырӑнсенче çӑлав посчӗсем пулӗç

Кун пирки Раççей МЧС Тутарстанри тĕп управленийĕн пресс-служби пӗлтерет.

Пӗрремӗш çӑлав посчӗ паян 09.00 сехетре Раççей МЧСӗн Сахал виçеллӗ карапсен патшалӑх инспекцийӗн центрӗнче уçăлнă, 13.00 сехетре Ешĕлвар хулинче, 15.00 сехетрен тата виçӗ пост — Лайăшра, Ташкирмень ялĕ çывăхĕнче тата Алексеевски районӗнчи Кама юханшывӗ урлӑ тунă дамба çумĕнче ӗçлеме пуçлать. Унсӑр пуçне 16.00 сехетре Мензеле районӗнчи Мелькень ялӗнче вӑхӑтлӑх çӑлав посчĕ уçăлĕ, ноябрӗн 25-мӗшӗнче 10. 00 сехетрен пуçласа Камско-Устьински районӗнчи Заовражный Каратай поселокӗнче вӑхӑтлӑх çӑлав посчӗ лартӗç.

Тутарстанра пӗтӗмпе çичӗ çӑлав посчӗ уçĕç. Çӑлавçӑсен тӗп тӗллевӗ — инкеке лекнӗ пулӑçсене хăвăрт пулӑшма ĕлкĕресси, çынсем сасартăк пӑр айне кайсан, вĕсен сывлӑх енчен урӑх йывӑрлӑхсем сиксе тухсан, çавӑн пекех вырӑнти ориентира çухатсан аташса кайсан çӑлав операцийӗсене ирттересси.

Унсӑр пуçне дежурство вӑхӑтӗнче инспекторсемпе çӑлавçӑсем куллен шыв-шурсенче пӑр мониторингне тата пулăçăсемпе профилактика калаçăвĕ ирттерӗç.

Сăнӳкерчӗк  Раççей МЧС Тутарстанри тĕп управленийĕн пресс-службин. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: безопасность