Паллă фольклорист Элтияр Александров кӗçех çӗнӗ юрăпа паллаштарӗ
Чăваш тӗнчишӗн вăл уçă варкăш çил пекех. Нумайранпа та мар эпир ăна юрăç пек те пӗлме пуçларăмăр. Алексей Александровра чăваш музыкине шалтан ăнланса унпа тӗплӗ ӗçлени палăрать.
Алексей Александрова, паллă фольклориста, теле-радио журналиста нумайăшӗ Элтияр ятпа пӗлеççӗ паян. Чăваш тӗнчишӗн вăл уçă варкăш çил пекех. Нумайранпа та мар эпир ăна юрăç пек те пӗлме пуçларăмăр. Алексей Александровра чăваш музыкине шалтан ăнланса унпа тӗплӗ ӗçлени палăрать. Ун юррисем содержанипе те, кӗввипе те пуян. Итлекене илӗртеççӗ. Паян ун пирки «Чувашия. Сегодня» Телеграм-каналта çырса пӗлтернӗ. Алексей «Пулатпӑр — Мы будем» серин сниппечӗпе паллаштарать. Сниппет вăл – юррăн пайӗсем, ытларах вӗсем видеопа пӗрле пулма пултараççӗ.
Çак композицин тулли версийӗпе сентябрӗн 7-мӗшӗнче паллаштарма шантарнă вăл. «Эпир Пулнӑ, Пур, Пулатпӑр. Ку вăл шанчăка çухатнисен кăшкăрăвӗ мар. Факта çирӗплетни. Пулатпӑр, мӗншӗн тесен ку пирӗн кăмăл. Эпир çавна суйлатпăр, эпир ăрусен çыхăнăвне татакансем пулмастпăр. Пулатпӑр. Хамăр мӗнле йăх-ăруран тухнине пытарма тăрăшсан та вăл ялан пирӗнпе, шалта, ăшра», – тенӗ Элтияр.
Пирте кашнинче Чӑвашлăх пурăнать. Хăш чух пӗр çын сасси те çителӗклӗ – хӗллехи ыйхăран вăранса халăхăмăрăн пурнăçӗпе чечекленӗвӗ кашнин пурнăçӗпе çыхăннине ăнланма». Çапла илемлӗ те хавхалантаракан сăмахсемпе пӗлтернӗ вăл çӗнӗ хыпара. Эпир вара çӗнӗ юрă кӗтсе тăратпăр.
Сăнӳкерчӗксем: «Чувашия. Сегодня» телеграм-каналта вырнаçтарнă видеосен скриншочӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев