Пархатарлă ӗçе Хирти Кушкăра пурте хастар хутшăннă
Январӗн 19-мӗшӗнче, Кăшарни праçникӗ кун, Пăва районӗнчи Хирти Кушкăра çăла светить турӗç. Ваттисем каланă тăрăх, пирӗн ялта авалтан нумай çăлкуç пулнă, анчах та килсерен шыв кӗртсен вӗсем пирки халăх маннăччӗ темелле.
Çăлкуç пулнă-тăк, вăл ниçта та çухалмасть. Вӗсенчен пӗрне тирпейлесе халăх валли ӗçме юрăхлă тăвас терӗмӗр. Пирӗн пуçарăва ялта пурăнакансенчен нумайăшӗ ырларӗ. Пӗлтӗрхи февраль уйăхӗнче ӗçе пуçăнтăмăр. Канмалли кунсенче вырăнти арçынсемпе ашшӗ-амăшпе аслашшӗ-асламăшӗ патне хуларан килекенсем çăлкуçа хăтлăх кӗртес ӗçсене хутшăнма вăхăт тупрӗç. Пӗрле укçа-тенкӗ пухса кирлӗ стройматериалсем туянтăмăр. Кашниех мӗнпе-тӗр пулăшма тăрăшрӗ — кам укçапа, кам ӗç хатӗрӗпе, тепри ятарлă техникăпа, виççӗмӗшӗ пырса ӗçлесе... Ваттисем те, ача-пăча та хастар хутшăнчӗç пархатарлă ӗçе.
Çăлкуçпа хӗллех усă курма пуçларăмăр, хăтлăх кӳрес ӗçсем вара паян та вӗçленсех пӗтмен-ха. Ялта кашни килех шыв кӗртнӗ темелле, çапах та çăлкуç шывне нимӗн те çитеймест çав. Ку çветтуй вырăн, пирӗн мăн-мăн асатте-асаннесем, кукаçи-кукамайсем те хăçан-тăр кунта çӳренӗ вӗт. Çавăнпа та эпир те çăлкуçа пулас ăрусем валли упраса хăварас тетпӗр. Çăлтан пӗр чарăнми таса шыв шăнкăртатса юхтăр, пире çӗнӗ ӗçсем тума хавхалантартăр, тăван ялăмăр вара чечеклентӗр.
Ирина ПЕТРОВА,
Галина ГОРБУНОВА.
Авторсен сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев