Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пастернак вулавӗсем

Сентябрӗн 15-17-мӗшсенче Менделеевскра пӗрремӗш хут ЮНЕСКО паллипе «Пастернак вулавӗсем» халăхсен хушшинчи литературăпа театр фестивалӗ иртет.

 

 Сентябрӗн 15-17-мӗшсенче Менделеевскра пӗрремӗш хут ЮНЕСКО паллипе «Пастернак вулавӗсем» халăхсен хушшинчи литературăпа театр фестивалӗ иртет. Вулакансечен чылайăшӗ «Пастернак вулавӗсем» Менделевскра иртнинчен тӗлӗнеççӗ те пулӗ.

Нобель лауреачӗн биографийӗнче Тутарстанри химиксен хули пӗлтерӗшлӗ вырăн йышăнать.

1916 çулта Борис Пасрнак поселока
Борис Збарский биохимик чӗннипе килнӗ, Ушаков усламçăсен Бондюжски завочӗн кантурӗнче ӗçе вырнаçнă. Çур çул çарпа учет сӗтелне тытса тăрать (1 Тӗнче вăрçине илсе каймалла мар рабочисен списокӗсене йӗркелессипе ӗçленӗ. Çак вăхăтрах акăлчан поэзине куарнăсăвăсем çырнă, завод директорӗн Лев Карповăн ачисене килти учитель пек вӗрентнӗ.

Поэт биографӗсе шăп Бондюжски поселокӗнче пурăннă чух Аастернак литературăнасуйласа лнӗ тесе шутлаççӗ. Заводра, поселокра пулса иртнӗ ӗçсем каярах «Доктор Живаго» романра та, ытти произведенинче те курăннă.

Фестивале кино тата театр артисчӗсем, режиссерсем, литераторсем, писательсемпе художниксем йышлă пуçтарăнӗç.  Ольга Кабо, Эммануил Виторган, Евгений Князев, Влад Маленко, Йосси Тавор килме сăмах панă та ӗнтӗ.

Виçӗ кун хушшинче куракана спектакльсем, концертсем иммерсивлă экскурсисем, поэтсен «хирӗçтăрăвӗ» тата нумай интереслӗ мероприяти кӗтет. Тӳлевсӗрех.

Татьяна Васильева

Сăнӳкерчӗк ТР Культура минитерствин сайтӗнчен.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: фестиваль