Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Патриарх кун-çулӗн йӗрӗпе

Апрелӗн 25-мӗшӗнче чăваш халăхне çутта кăлараканӗ, чăваш ачисем валли шкулсем уçаканӗ, чăвашсем валли çӗнӗ алфавит йӗркелекенӗ, пирвайхи вӗренӳ кӗнекисем çыраканӗ Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 178 çул çитрӗ.

Пӗкӗлме районӗнчи Наратлă ялӗн биб­лиотекинче Аслă Вӗрентекенӗмӗре халалласа «Аслă Патриарх кун-çулӗн йӗрӗпе» литература сехечӗ ирттертӗмӗр. Библиотекарь Иван Яковлевăн çăмăл мар шăпи пирки каласа пачӗ. Наратлăри тӗп шкулта вӗренекенсем Иван Яковлевич хăйӗн пӗтӗм пурнăçне тăван халăха вӗрентессине, çутта кăларассине халаллани, чăвашсен харпăр ăнланулăхне çӳллӗ шая хăпартассишӗн нумай ӗçлени пирки пӗлчӗç. Çавăн пекех ачасем «Чăваш халăхне çутта кăлараканӗ» кӗнеке куравӗпе паллашрӗç.

(Татьяна ДМИТРИЕВА. Пӗкӗлме районӗ, Наратлă. Автор сăнӳкерчӗкӗ).

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #общество