Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Патшалăх автоинспекцийӗ асăрхаттарать: водитель ывăннă пулсан çула тухмалла мар

РФ Çул-йӗр правилисен 2.7 пункчӗпе килӗшӳллӗн, водительсен руль умне чирлӗ чух тата ывăнсан лармалла мар. Хăйне япăх туякан автомобилист çул çинче пыракансемшӗн те, хăйшӗн те хăрушлăх кăларса тăратма пултарать.

Çул çинче пынă май хăвăра сӗре ывăннăн туйрăр-тăк, чарăнма юракан вырăн тупса чарăнăр – канса илсен, май пулсан çывăрса та, питӗ аван пулмалла.

Водитель ывăннипе пулакан аварисен сăлтавӗсем нумай чухне çаксем:

– умра пыракан транспортпа дистацие пăхăнманни;

– хирӗçле çул çине тухса кайса пырса çапăнни е çул айккине анса кайса çаврăнса çапăнни.

Акă 2025 çулхи сентябрӗн 5-мӗшӗнче çӗрле 1 сехет те 7 минутра Çырчалли – Заинск – Элмет автоçул çинче Daewoo Nexia автомобильпе пыракан 1990 çулта çуралнă водитель хирӗç çул çине тухнă та МАN автомобильпе çапăннă. Аварире çăмăл машинăн водителӗпе икӗ пассажирӗ сывă юлайман.

Сентябрӗн 6-мӗшӗнче 18 сехет те 33 минутра М-7 автоçулăн Атăл – Бизяки тӗлӗнче «Лада Приорăн» 1978 çулта çуралнă водителӗ «Хуса иртме юрамасть» текен çул паллин зонинче хирӗçле çул çине тухса «Мерседес Бенц» машинăпа çапăннă. Ку аварире «Лада Приорăн» водителӗ больницăна илсе çитерсен вилсе кайнă.

Кунсăр пуçне автоинспекторсем транспорт хатӗрӗпе психикăлла, куç, нерв системин, эпилепси чирӗсем пур çынсене те çӳреме хушмаççӗ.

Çула тухиччен водитель хăйне мӗнле туйнине яланах шута илмелле. Çакна çывăх çынсен те асăрхамалла.

 

Сăнӳкерчӗк: ТР Патшалăх автоинспекцийӗн пресс-службин.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев