Патшалăх автоинспекцийӗ çул-йӗр юхăмне хутшăнакансене хăрушсăрлăх правилисене пăхăнма ыйтать
Ноябрь уйăхӗнче республика çулӗсем çинче пулнă инкексене пула 14 çын вилнӗ.
Декабрь уйăхне кӗни те нумаях пулмасан та, аварисенче икӗ çын вилни паллă. Сăмахран, декабрӗн 2-мӗшӗнче Хусанта HAVAL автомашинăн водителӗ çичӗ çулхи арçын ачана таптаса кайнă. Светофорăн хӗрлӗ сигналне курсах ача çул урлă чупса каçнă. Йывăр суранланнăскере больницăна илсе çитернӗ, анчах тухтăрсем ăна çăлса хăварайман. Автомашинăн хăвăртлăхӗ пысăк пулман пулсан, тен ача сывă юлатчӗ.
Çак кунах Атня районӗнче, Кia Рio водителӗ те пысăк хăвăртлăха пула 1951 çулта çуралнă хӗрарăма вилмеллех таптаса кайнă. Хӗрарăм та çул-йӗр правилисене пăхăнман, юраман çӗртен çул урлă каçасшăн пулнă.
Ноябрь уйăхӗнчи аварисенче те çуран çӳрекенсем çул-йӗр правилисене пăхăнманни паллă пулнă. Çавна май Патшалăх автоинспекцийӗ çуран çӳрекенсене çул урлă юракан çӗртен кăна каçма, светофор пур чухне унăн каçма ирӗк паракан сигналне кăна мар, килекен машинăсем хăвăртлăхне чакарнине те пăхмаллине аса илтерет. Çавăн пекех, çуран çӳрекенсен тротуарсемпе çӳремелле, вӗсем çук чухне – çул айккипе. Талăкăн тӗттӗм вăхăтӗнче çутта тавăракан паллăсем пулмалла.
Çул-йӗр юхăмне хутшăнакансем пурин те хăрушсăрлăх правилисене пăхăнмалла.
ТР ШӖМӗн Патшалăх автоинспекцийӗн пресс-службин тата Т.Маркова сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев