Патшалăх автоинспекцийӗ çулпа çӳрекенсене пурне те ПДД йӗркисене пăхăнмалли пирки асăрхаттарать!
Хирӗç пыракан çул çине тухнипе çыхăннă çул-йӗр пăтăрмахӗсене профилактикăлас тӗлӗшпе мартăн 6-15-мӗшӗсенче Тутарстан Республикинче «Встречная полоса» профилактика мероприятийӗ иртет
2023 çулăн икӗ уйăхӗнче хирӗç пыракан çул çине тухнипе 60 авари пулса иртнӗ, вӗсенче 29 çын вилнӗ, 98 çын аманнă.
Çулпа пыракан машинăран иртсе каяс правилăна пăснăшăн 5000 тенкӗ штраф парăнать е 6 уйăха водитель правине туртса илеççӗ. Çак йӗркене тепӗр хут пăснăшăн водитель удостоверенине 1 çула туртса илеççӗ. Енчен те правине туртса илнӗ çын тепӗр хут руль умне ларса çулпа пыракан машинăна йӗркене пăсса иртсе кайсан, ăна 3 çул таранччен тӗрмене лартма пултараççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев