Патшалăх (муниципалитет) служащийӗсемпе депутатсен те тӳшекке кура урана тăсмалла
Патшалăх (муниципаллă) служащийӗсемпе депутатсем 2026 çулхи январӗн 1-мӗшӗнчен çулталăкра мӗн чухлӗ тупăш илнине деклараци тăратмалла мар, тăкака вара кăтартмаллах. Енчен те туяннă куçман пурлăхăн хакӗ мăшăрӗпе иккӗшӗн юлашки виçӗ çулти пӗтӗмӗшле тупăшӗнчен иртсе каять-тӗк, укçана ăçтан илнине ăнлантарма тиветех вӗсен.
РФ Президенчӗ В.Путин 505 № федераллă закона кӗртнӗ улшăнусене 2025 çулхи декабрӗн 28-мӗшӗнче алă пуснă. Закон çӗнӗлӗхӗсене ТР Раисӗн Коррупцие хирӗç политикин управленийӗн коррупцие хирӗç тӗрӗслевӗсен уйрăмӗн ертӳçи Равия Шрша паян «Татар-информ» агентствăра иртнӗ пресс-конференцире уçăмлатрӗ.
2026 çулхи январӗн 1-мӗшӗнчен патшалăх (муниципаллă) служащийӗсемпе депутатсем унчченхи пек çулталăкра мӗн чухлӗ тупăш илнине деклараци тăратмалла мар. Ку йӗрке патшалăх служащине тин кăна ӗçе вырнаçакансене, патшалăх е муниципаллă должноçа ларакансене, патшалăхăн тепӗр должноçне куçакансене пырса тивет. Тăкак вара кăтартмаллах.
Равия Шрша закон çӗнӗлӗхӗн тӗп шухăшӗ патшалăх (муниципалитетсен) служащийӗсемпе депутатсен тăкакӗсене тимлӗхре тытасси пулнине каларӗ. Чиновника тӳшекке кура урана тăсма хистекен çак закон коррупцие хирӗç ӗçе вăйлатма пулăшасса иккӗленмест вăл. Паянхи кун республикăра прокуратурăпа пӗрле ирттернӗ тӗрӗслевсенче патшалăх (муниципалитетсен) служащийӗсен тăкакӗ мăшăрӗпе иккӗшӗн юлашки виçӗ çулхи тупăшӗпе тӳр килмен тӗслӗхсене асăрхама тытăннă та вӗсем. Туяннă куçман пурлăхăн хакӗ тупăшран пысăк е ют çӗршыв капиталӗпе усă курать пулсан кун пек чиновника шанăçран тухнипе ӗçрен кăлараççӗ. Тутарстанра кун пеккисен реестрӗнче паянхи кун 22 çын тăрать. Вӗсенчен 8-шӗ шăпах коррупцие хирӗç тӗрӗслев вăхăтӗнче çакланнă. Управлени çуллен 50-70-тен кая мар çакнашкал тӗрӗслевсем ирттерет.
Шанăçран тухнă патшалăх служащийӗсем асăннă реестрта 5 çул тăраççӗ. Спикер сăмахӗпе, кун пеккисене каялла патшалăх службине ӗçе илме юраман закон çук пулсан та патшалăх органӗсем ӗçе илесшӗн мар вӗсене, хăйсен репутацине упраççӗ. (Султан Исхаков/«Татар-информ» сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев