Ун кăтартăвӗсем тăрăх, юлашки вунă çулта Тутарстан халăхӗ ӳснӗ, уйрăмах хуласенче
2010 çулта республикăра 3 786 488 çын пурăннă, 2020 çулта 4 004 809 çын. Тутарстанри халăхăн ытларах пайӗ хуласенче пурăнать – 3 074 048 çын, ялсенче пурăнакансем – 930 761 çын.
Нацисене пăхсан Тутарстанра чи йышлисем – тутарсем. Вунă çул хушшинче вӗсен шучӗ улшăнманнипе пӗрех: 2010 çулта 2 012 571 çын пулнă, 2020 çулта – 2 091 175 çын. Иккӗмӗш вырăнта вырăссем. Вӗсен шучӗ те кăштах ӳснӗ. 2010 çулта 1 501 369 çын пулнă пулсан, 2020 çулта 1 574 804 çынна çитнӗ. Ахăртнех вӗсене ку ӗçре чăвашсем пулăшнă пулмалла. Шутпа чакнă пулин те, эпир республикăри виççӗмӗш халăх пулса юлатпăр: 2010 çулта чăвашсем Тутарстанра 116 252 çын хисепленнӗ пулсан, 2020 çулта – 90 474 çынна çеç юлнă. Вунă çул хушшинче 25 778 чăваша çухатнă эпир, урăхла шутласан, кунне çичӗ çынна. Удмуртсем те, кӗрешӗнсем те, марисем те, пушкăртсем те Тутарстанра чакнă.
Нет комментариев