Патшалăх услугисен порталĕнче студентсем валли çӗнӗ майсем пулӗç
Раççей вузӗсен студенчӗсем портал урлă вĕренӳре мĕнле ӗлкӗрсе пынине сӑнама тата онлайн скидкăсемпе усă курма пултараççĕ.
Унсӑр пуçне сервис студентсен электронлӑ билечӗсемпе, зачеткӑсемпе тата вӗреннине çирӗплетекен ытти документсемпе пуянланӗ. РФ Цифра министерствин тивӗçлӗ докуменчӗн проектне право информацийӗн порталӗнче пичетленӗ. Студентсен сервисӗсен пӗр пайӗ 2024 çултах ӗçлеме тытăнĕ.
Çӗнӗлӗхсене йышӑнсан бакалавриатра, магистратурӑра, ординатурӑра тата аспирантурăра вӗренекенсем телефон çинче студент билетне кӑтартма пултарӗç. Анчах та электронлӑ документ, ведомствӑра палӑртнӑ тăрăх, ахаль, хут версине пӑрахӑçламасть.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев