Патшалăх Канашӗн депутачӗсем çырăнтару парнелеççӗ
ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин йăла тăрăх «ТАТМЕДИА» Акционерсен обществи йӗркеленӗ «Подписка парнеле» ыркăмăллăх акцине хутшăннă.
«Депутатсем çулсерен çирӗплетнӗ больницасене, ветерансен çурчӗсене, ача-пăча учрежденийӗсене хаçат-журнал кăларăмӗсене çырăнтарса парас йăлана малалла тăсатпăр. Пирӗн депутатсем республикăри хыпар хатӗрӗсене çырăнтараççӗ», – тесе пӗлтернӗ Фарид Мухаметшин журналистсене.
Пӗлетри, çынсем кӗтеççӗ. Çапла, телевидени пур, радио та пур. Анчах та Павлăри ваттисен çуртӗнче эпӗ паян хаçатсем çырăнса панă ăру – аслă çулти çынсем, вӗсем типографи краски шăршиллӗ хаçата вулама хăнăхнă. Çавăнпа пурăнаççӗ те, – тесе палăртнă политик. – Кăмăлтан çырăнса патăм. Вӗсем Тутарстанăн чи çӗнӗ хыпарӗсене илсе вӗсемпе савăнӗç тесе шутлатăп», – палăртнă депутат.
ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ «ТАТМЕДИАра» тухакан 5 кăларăма Павлăри ваттисемпе инвалидсен интернат-çурчӗ валли çырăнса панă. Çапла 2022 çулăн пӗрремӗш çур çулӗнче унта пурăнакан ватă çынсем «Ватаным Татарстан», «Республика Татарстан», «Шәһри Казан» тата «Казанские ведомости», çавăн пекех«Сөембикә» журнала вуласа тăрӗç.
Пурӗ Патшалăх Канашӗн ларăвне хутшăннă депутатсем паян 150 кăларăм çырăннă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев