Паттăрсем юнашарах
«Герои рядом» – «Геройлар янәшә» конкурса хутшăнма ӗлкӗретӗр-ха, анчах васкамалла. Кăçал вăл иккӗмӗш хут иртет
Ăна Республикăн «Татмедиа» пиченпе массăллă коммуникацисенагентствипе Тутар кӗнеке издательстви пӗрле йюркелесе ирттереççӗ. Иртнӗ эрнере ТР кӗнеке издательстви журналистсемпе çыравçăсене «Татар-информ» информаци агентствине пуçтарсан çакăн çинчен те, патриотизм, хастарлăх темине мӗнле уçассипе тата ытти çивӗч ытусене сӳтсе явассипе калаçу пулчӗ. Сумлă писательсем ку енӗпе хăйсен сăмахне каларӗç.
РФ Писательсен союзӗн Правленийӗн яваплă секретарӗпе Николай Ивановпа, РФ Писательсен союзӗн Правлени Секретариачӗн яваплă секретарӗн регионсен политикипе тата творчество ыйтăвӗсемпе ӗçлекен çумӗпе Елизавета Хаплановапа, Пушкăртстан Писательсен союзӗн председателӗпе Айгиз Баймухаметовпа творчество тӗлпулăвне те унтах йӗркелерӗç.
«Герои рядом» – «Геройлар янәшә» конкурсăн тӗллевӗ йăлари ăс-хакăлпа кăмăл-сипет хаклăхӗсене анлă сарасси пулса тăрать. Пилӗк номинаципе – роман; повесть; калав; поэма е сăвăсен ярăмӗ; очерк – иртет конкурс. Вырăсла е тутарла çырнă хайлавсене 2026 çулхи августăн 1-мӗшӗччен «Открытый литературный конкурс патриотической направленности «Геройлар янәшә» – «Герои рядом» палăртса çырнипе Konkurs@tatkniga.ru адреспа йышăнаççӗ. Конкурса 2022 çултанпа çырнисене йышăнаççӗ. «Роман» номинацире çыракансем ӗçӗсене 2026 çулхи октябрӗн 15-мӗшӗччен парсан та конкурса ӗлӗкреççӗ. Ку номинацире çӗнтерекене 500 000 тенкӗлӗх укçан приз кӗтет.
«Роман» номинацире çӗнтернисен ӗçне 2027 çулта пичетлеççӗ, ыттисен произведенийӗсем кăçалах кун çути кураççӗ.
Çакăнсăр пуçне çыравçăсене укçан премисем парса та хавхалантараççӗ, приз фончӗ 6,64 миллион тенкӗпе танлашать.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев