Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Паттăрсен кунӗнче Хусанта Борис Кириллович Кузнецовăн мемориал хăмине уçнă

Паттăрсен кунӗнче Хусанта Тăван Çӗршывăн Аслă вăрçине хутшăннă Совет Союзӗн Геройӗн Борис Кириллович Кузнецовăн мемориал хăмине уçнă. Церемоние ТР Президенчӗ Рустам Минниханов тата ТР Патшалăх Канашçи Минтимер Шаймиев хутшăннă.

Рустам Минниханов палăртнă тăрăх, Борис Кузнецов чăн-чăн патриот пулнă. Вăл 19 çулта чухне Совет Союзӗн паттăрӗн ятне илме тивӗçнӗ. 
«Тутарстанăн çӗрӗ халăха чӗререн юратакан хăюллă çынсене сахал мар çуратнă. Борис Кирилловичăн пурнăçӗ тӗреклӗхпе, хастарлăхпа, çирӗплӗхпе палăрса тăратчӗ. Унăн шăпинче пирӗн çӗршывăн, çӗнтерӳçӗсен паттăр ăрăвӗн пурнăçӗ палăратчӗ», – тенӗ ТР Президенчӗ.  
Борис Кузнецова Тутарстанра кăна мар, ытти çӗрсене те пӗлнӗ. Вăл Молдавине, Румынине, Польшăна, Чехословакине ирӗке кăларнă çӗре хутшăннă. Сурансемпе контузи илнине пăхмасăрах яланах каялла строя таврăннă.  
«Эпӗ Борис Кирилловича хам пӗлеттӗм. Унăн пурнăç çулӗ чаплă пулчӗ. Вăл – пирӗн çамрăксемшӗн тӗслӗх», – тенӗ Минтимер Шаймиев. 
Борис Кузнецовăн арăмӗ кăмăл тунипе мемориал хăмине Хусанти Горький урамӗнчи 3б çурт стени çине вырнаçтарнă. Çак çуртра Борис Кириллович 2015-2020 çулсенче пурăннă, тесе пӗлтерет ТР Президенчӗн пресс-служби. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев