Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ПĂТТИ ТУТЛĂ, КАВИРӖСЕМ СЕЛӖМ, ХĂЙСЕМ ПУЛТАРУЛЛĂ

Июнӗн 30-мӗшӗнче удмуртсен Гырон быдтонӗ Енабердинăра иртрӗ




Июнӗн 30-мӗшӗнче удмуртсен Гырон быдтонӗ Енабердинăра иртрӗ

2020 çулхи çыравпа Тутарстанăн тӗрлӗ кӗтесӗнче 21 327 удмурт шутланать. Республикăри удмуртсен 3 проценчӗ Менделеевск районӗнче пурăнать. 
Удмурт Республикипе чикӗленнипе те çыхăннă-тăр ку. Июнӗн 30-мӗшӗнче удмурт наци культурин уявӗ Гырон быдтон ку районти Енабердинăра иртрӗ. 
Уява Тутарстан, Удмурт Республикисенчен, кӳршӗ регионсенчен хăнасем Енабердинăна пуçтарăннă. Çурхи ӗçсене ăнăçлă вӗçленӗшӗн савăнса хур пусса пӗçернӗ пăтта Турăран вăйлă тырпул, тухăç ыйтса кӗлӗ вуласа çиме Тутарстан Республикин Раисӗ Рустам Минниханов, Удмурт Республикин Пуçлăхӗн Администрацийӗн тата Правительствин ертӳçи Александр Журавлев хутшăнчӗç.

Хăнăхнă йăлапа уяв иртес умӗн йӗркелӳçӗсем журналистсемпе тӗл пулчӗç, хăйсен вăрттăнлăхӗсене уçрӗç, шухăшӗсене каласа пачӗç. Менделеевск районӗн пуçлăхӗ Радмир Беляев Удмурт Республикинчи Тутарстанпа чикӗллӗ Можга районӗпе туслă çыхăнусем тытнине каласа пачӗ. Халӗ Гырон быдтон уявне ирттернӗ çӗре Можга та тӳпе кӗртнӗ, можгасем Сабантуй ирттернӗ çӗре менделеевсксем хастар хутшăнаççӗ. Ырă кӳршӗсен çапла пулмалла та.

Кăçалхи уяв концепцине Çемье çулталăкӗпе тачă çыхăнтарнă. Эпир Кильдюшевăра мордвасен туйӗн йăли-йӗркине куртăмăр пулсан, Гырон быдтонра удмуртсеннипе паллашрăмăр. Çемье çавăракан хӗр Тутарстанран, каччи Удмурт Республикинчен. Рустам Нургалеевич: «Тутарстанпа Удмурт Республики пӗрлешрӗç», — тесе шӳтлесе те илчӗ.
Уяв тӳремӗнче ал ăстисен ярмăркки пысăк вырăн йышăнчӗ — керамикăран, йывăçран касса тунă эрешсем, кил хуçалăхӗнче кирлӗ япаласем куçа илӗртеççӗ. Рустам Минниханов ăстаçăсене Хусанти ремесласен центрне йыхравларӗ (ЦУМ пулнă çӗрте уçăлӗ вăл, хальлӗхе унта юсав ӗçӗсем пыраççӗ). 
Сценăсем, халăх вăййисен площадки — халăхăн ӗçӗ-хӗлне, культурине анлăн кăтартнă йӗркелӳçӗсем, анчах тӗртнӗ кавирсем патне çитсен урăх ниçталла утас килмест — мӗн тери хитре вӗсем, сăррисем, ӳкерчӗкӗсем!

Концерт площадкисем, тӗп сцена — пур çӗрте те халăх. Пулни-иртнипе кăсăкланать, вăййа-ташша хутшăнать. Тӗп сцена çинчен Александр Журавлев Удмурт Республикин Пуçлăхӗн Александр Бречаловăн саламне вуласа пачӗ. Рустам Минниханов ӗçре хастарлăхпа, пуçарулăхпа палăрнисене наградăларӗ.

Сăнӳкерчӗк rais.tatarstan.ru сайтран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Праздники