Пăва районӗнчи Чăваш Киштек шкулӗнче Светлана Асаматпа тӗлпулу иртнӗ
Паян Пӑва районӗнчи Чӑваш Киштек шкулӗнче чӑваш халӑх поэчӗпе Светлана Асаматпа тӗлпулу иртрӗ, тесе пӗлтерет Ульяновск облаçӗнчи чăвашсен «Канаш» хаçачӗн журналисчӗ Елена Алексеева.
Светлана Васильевна хӑйӗн çулçӳревне Иван Яковлев çуралнӑранпа 175 çул, ЧР Профессиллӗ писательсен союзне йӗркеленӗренпе 100 çул çитнине халалланă. Светлана Васильевна тӗп шкул коллективне, пултаруллӑ вӗренекенсене, хисеплӗ педагогсене ӑшшӑн кӗтсе илнӗшӗн, сума сунӑшӑн тав турӗ.
Светлана Асамат шкул библиотекине хӑйӗн кӗнекисене парнелерӗ, хӑй Чӑваш телевиденийӗнче ӗçленӗ чухне ӳкернӗ паха сюжетсен тӗп геройӗсем, тишкернӗ темӑсем çинчен каласа пачӗ, юрă юрларӗ, сӑвă каларӗ. Баян, шӑхлич каласа савӑнтарчӗ. «Оркестр-çын» тесе хак пачӗ тарават йыш Шупашкартан килнӗ чаплӑ хӑнана.
Е.Алексеева сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев