Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Пăва районӗнчи ЧНКА спектакльсем лартать

Пӑва тӑрӑхӗнчи Тинкеш ялӗн Культура çурчӗ çумӗнче «Ахрӑм» театр ушкӑнӗ ӗçлет. Вăл районти ЧНКА пайташӗсенчен пухӑннӑ хӑйсем тӗллӗн ӗçлекен артистсенчен йӗркеленнӗ. ЧНКА пайташӗсем хӑйсен мӑшӑрӗсемпе, тӑванӗсемпе, тус-юлташӗсемпе пӗрле выляççӗ спектакльсенче.

Артистсем вырӑнти çыравçӑ Анна Никонорова çырнӑ пьесӑсем тăрăх хатӗрленӗ спектакльсемпе кӳршӗ ялсене, районсене, Ульяновск хулине, Ундоры ялне кайса чӑваш халӑхне тӑван чӗлхепе илемлӗ юрӑсем юрласа, ялти иртнӗ ӗмӗрти пулӑмсене, лару- тӑрусене кӑтартса параççӗ. 

Спектакльте вылякансен хушшинче вӗрентекенсем те, инженер та, сутуçӑ та, клуб ӗçченӗсем те, пенсионерсем те пур. 

Анна Никонорова кăçал хăйӗн пьесисемпе Чӑваш Ен Культура, национальноçсен тата архив ӗçӗсен министерстви ирттернӗ «Чи лайӑх пьеса» конкурса хутшӑннӑ.

2026 çулта Çӗпрел, Теччӗ, Елчӗк тӑрӑхӗсенчи ялсене спектакльпе каяс шухӑшпа пурӑнать 10 çынран тӑракан «Ахрӑм» ушкӑн. Куракансем питӗ хапӑл кӗтсе илсе ӑсатса яраççӗ хӑйсем тӗллӗн вылякан артистсене. 

Ырӑ çул сунатпӑр сире Çӗнӗ çулта, хамӑр артистсем!

 

Пӑва районӗнчи ЧНКА пресс-служби.

А.Никонорова сăнӳкерчӗкӗсем.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев