Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Пăвара ачасем чăвашла калаçаççӗ

Август уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Пӑва хулинчи «Ромашка» ача садӗнче тӗлӗнмелле илемлӗ чӑваш уявне ирттерчӗç.

Уява ертсе пыракансем вуçех чӑвашла калаçрӗç, пӗчӗк ачасем чӑвашла сӑвӑсем каласа, юрӑсем юрласа тата чӑвашла мӑшӑррӑн- мӑшӑррӑн ташласа савӑнтарчӗç те, тӗлӗнтерчӗç те.
Уява плана кӗртсе хатӗрлекенӗ Алена Александровна Горелова, Пӑвара ӳснӗ хӗрарӑм, тӑван чӗлхене, йӑла-йӗркесене хисеплесе, упраса пурӑнать.
Пирӗн районти ялсенчи ача сачӗсенче ачасемпе çакӑн пек чӑваш уявӗсем, вӑййисем йӗркелекенсем çинчен илтес, курас килет. Ачасемпе пӗчӗкрен тӑван чӗлхепе калаçсан, вӑйӑсем вылясан та чӑваш чӗлхи манӑçмӗччӗ.

Анна НИКОНОРОВА.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана