Пăвара кӗнеке парнелекенсен эрнелӗхӗ пырать
Кӗнеке парнелемелли уяв вулама юратакансене çеç мар, вӗсене ытти çынсене вулама май туса паракан çынсене пӗрлештерет. Çак уява Раççейсӗр пуçне тата тӗнчери 30 çӗршывра паллă тăваççӗ
Февралӗн 14-мӗшӗ – Юратакансен кунӗсӗр пуçне – Халăхсем хушшинчи Кӗнеке парнелемелли кун шутланать. Календарьте вăл чи çамрăк уявсенчен пӗри. Ăна 2012 çултанпа кăна паллă тума тытăннă-ха. Кӗнеке парнелемелли уяв вулама юратакансене çеç мар, вӗсене ытти çынсене вулама май туса паракан çынсене пӗрлештерет. Çак уява Раççейсӗр пуçне тата тӗнчери 30 çӗршывра паллă тăваççӗ.
Çакна шута илсе Пăва районӗнче февралӗн 12-мӗшӗнчен пуçласа 19-мӗшӗ таран «Кӗнеке парнелес эрне» акци иртет. Ăна район пуçлăхӗ Ранис Камартдинов пуçарса янă. Ун ятӗнчен район библиотекине кӗнекесене Пăва ӗçтăвкомӗн ертӳçн çумӗ Фанис Мифтахов панă. Пăва районӗн, Тутарстан Республикин историйӗпе çыхăннă парнелӗх кăларăмсем библиотека фондне пуянлатнă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев