Пăвари чăваш çамрăкӗсем улах ирттерчӗç
Районти культура уйрăмӗ çумӗнче йӗpкeленнӗ «Каскад» чăваш çaмрăкӗceн ушкăнӗ июнӗн 15-мӗшӗнче Пăва хулинчи тӗп библиотекăpa вырăнти таврапӗлӳçӗпе, истори вӗpeнтекен, Тăхăрьял историне малалла тӗпчекен Михаил Петрович Вериялова тата сăвăç-çыравça Анна Степановна Никоноровăна улаха чӗнчӗç, тӗpлӗ ыйтусем парса кăcăкланчӗç.
Михаил Петрович Тăxăpьялта пурăнакан чăвашсен уйрăмлăxӗсем пирки каласа кăтартрӗ, Тăxăpьял историйӗпе паллаштарчӗ. Сăвă-юрă шăрçалакан Анна Никонороваран вӗсем мӗнле майпа çырăнни пирки ыйтса пӗлчӗç, Олег Мустаева халалласа çырнă căввине кăмăллăн итлерӗç.
Палăртса хăвармалла: нумай пулмасть «Каскад» ушкăн çaмрăкӗceм Тутарстанра ирттернӗ Пӗтӗм Раççeйри чăваш çaмрăкӗceн форумне те хутшăнчӗç. Ушкăна Марина Самытина ертсе пырать. Вăл Пăва районӗнчи çaмрăксемпе тӗpлӗ кӗрешӳceмпе уявсем, концертceм ирттерме палăpтса хуни пирки пӗлтерчӗ.
Улаха хутшăннă çамрăкceм ятарлă çар операцине хутшăнса Тăван çӗpшыва сыхлакан паттăpceм валли сиплӗ курăксенчен чей енчӗкӗceм хатӗpлерӗç.
Апас районӗнчи Тапар Черки ялӗнчи Культура çурчӗн eртӳçи Кристина Орешкина та пултарулăх ушкăнӗпе улаха килнӗччӗ. Хăнасене сиплӗ курăкран хатӗрленӗ чейпе, тутлă çимӗçсемпе сайларӗç пăвасем.
Анна НИКОНОРОВА.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев