Пăвасем çӗрулми кăларма тухнă
Пăва районӗнчи Аксу ялӗнче иртнӗ эрнере пуçласа çӗрулми, хальлӗхе ир ӗлкӗрекен сорта кэна-ха, кăларма тухнă. Тухăç япăх мар.
Иккӗмӗш çăкăра кăларма районта чăн малтан Ильсур Юсупов фермер тухнă. Тымарçимӗçе вăл 20 гектара лартнă иккен. Веçех ир тата вăтам ӗлкӗрекен сортли. Хальлӗхе çӗрулмие заказпа кăна кăлараççӗ-ха, шултрипе вăтаммисене суйласа Ульяновск облаçне леçеççӗ.
«Юсуповсене çӗрулми кăларма тăванӗсемпе юлташӗсем, çаплах шкул ачисемпе студентсем, пенсионерсем пулăшаççӗ», — тесе пӗлтерет район хаçачӗ. Фермер хăйӗн пулăшуçисене укçа тӳленисӗр пуçне кунне пӗрре вӗри апатпа та тивӗçтерет. Çанталăкӗ аван, тухăçӗ лайăх, апла тăрăшни ахаль мар çӗр ӗçченӗн.
(Сăнӳкерчӗк buinsk-tat.ru сайтран).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев