Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пăвасем Луганска гуманитари пулăшăвӗ леçнӗ

Тутарстан шефа илнӗ Рубежное тата Лисичанск хулисене (Луганск Халăх Республики) черетлӗ гуманитари пулăшăвӗ леçнӗ. Хальхинче пулăшу Пăва районӗнчен кайнă. Рубежное хулине груз сентябрӗн 8-мӗшӗнче çитнӗ.

Пурăнмалли çурт-йӗр тата социаллă объектсене юсамашкăн строительство материалӗсем (цемент, утеплительсем, саморезсем, пăтапа хăма) леçнине пӗлтерет район сайчӗ. Груз вырăна çитнӗ, çак кунсенче ăна организацисене тата харпăр çынсене уйăрса парӗç. Пăва районӗ хальхинче икӗ пысăк фура таранах ăсатнă. Рубежное тата Лисичанск халăхӗ валли строительство материалӗсемсӗр пуçне пахча çимӗç (çӗрулми, кишӗр, хӗрлӗ чӗкӗнтӗр, сухан) те леçнӗ. 15 кубла метр хăма тата 10 тонна цемент туянмашкăн районти предпринимательсем пулăшнă.

«Пăвасемпе каллех мăнаçланатăп. Гуманитари пулшăвӗ пухасси пирки пӗлтернӗ-пӗлтерменех район çыннисем пулăшăва çитрӗç. Уйрăмах ял çыннисем нумай пулăшрӗç. Хальхи вăхăтра районта пахча çимӗç пухаççӗ, Раççейӗн çӗнӗ территорийӗсене 22 тонна чи киршлӗ пахча çимӗçе ăсатрăмăр, – тенӗ район администраци пуçлăхӗ Ранис Камартдинов гуманитари пулăшăвне мӗнле пухни пирки. (Сăнӳкерчӗк район сайтӗнчен).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество