Павлăра та пуçлăха улăштарчӗç
Кӗрхи суйлавсем иртсен республикăри хăш-пӗр ведомствосен пуçлăхсем улшăнкаларӗç, районсене те пырса тиврӗ кадр ылмашăнăвӗ
Паян Павлă районӗн пуçлăхӗ Рамиль Гатиятуллин вăхăт çитмесӗр хăйӗн постне хăварнӗ. Павлăри депутатсен черетсӗр канашлăвне ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин хутшăннă.
Район ертӳçи главаран кайнин сăлтавӗ – çӗнӗ яваплă вырăнта ӗçлеме тытăнни – вăл «Татнетфть» компанин Хусанти подразделенийӗсенчен пӗрне ертсе пырӗ. Павлă районӗн пуçлăхӗнче Рамиль Гатиятуллин 2014 çултанпа ӗçлерӗ. 7 çул хушшинче районта нумай пӗлтерӗшлӗ ӗç туса ирттернине Фарид Мухаметшин та палăртнă.
Гатиятуллин вырăнне палăртнă йӗркепе çын суйласа лартиччен, районти тата хулари ӗçсемшӗн явапли пулма Парламент спикерӗ Павлă Ӗçтăвкомӗн ертӳçине Ильяс Гузаирова сӗннӗ. Район канашӗ, паллах, унăн сӗнӗвне ыралнă. Урăхла пулма пултаратчӗ-ши хальхи вăхăтра?
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев