Паян ҫитмӗл пӗр ҫӗнӗ тӗслӗх
Республикӑра ҫӗнӗ коронавирус инфекцийӗнчен 2-мӗш ҫын вилни паллӑ пулчӗ.
Тутарстан Республикинче паян коронавирус инфекцине ертнӗ 71 ҫӗнӗ тӗслӗхе тупса палӑртнӑ. 11 ҫынна пульницана вырттарнӑ, 60 ҫын килте сипленеҫҫӗ, вӗсен ҫӑмӑл е симптомсӑр форма.
6 ҫын республика чир илсе килнисем, 65-шӗ чирлӗ ҫынсенчен ертнисем.
Вӗсенчен:
18 тултарманнисем – 11 ҫын
18-30 ҫултисем – 13
30-50 ҫултисем – 17
50-60 ҫултисем – 16
60-70 ҫултисем – 8
70-80 ҫултисем – 4
80-90 ҫултисем – 2
Чир ертнисен географийӗ ҫакнашкал: Хусантан –28 ҫын, Ҫырчаллинчен –7, Анат Камӑран – 3, Елабугӑран –3, Элмет районӗнчен –6, Арск районӗнчен – 2, Сабаран –3, Теччӗрен –2, Пӑваран –1, Ҫӗпрелӗнчен –1, Аксуран–1, Ҫӳльту районӗнчен – 1, Алексеевски районӗнчен – 1, Балтасирен – 1, Ешӗлвартан – 11 ҫын.
Вируслӑ пациентсен шучӗ пурӗ 894 ҫынна ҫитнӗ.
Ӳпке вентиляцине тӑвакан препаратпа паянхи куна 4 ҫын усӑ кураҫҫӗ.
Коронавирусран Тутарстанра 100 ҫын сывалнӑ.
Ҫав вӑхӑтра республикӑра ҫӗнӗ коронавирус инфекцийӗнчен 2-мӗш ҫын вилни паллӑ пулчӗ. Апрелӗн 30-мӗшӗнче Ҫырчаллинчи пульницара Елабуга районĕнче пурӑнакан 1953 ҫулхи арҫын вилсе кайнӑ.
Ӑна апрелӗн 18-мӗшӗнче Ҫырчаллинчи инфекци пульницине вырттарнӑ пулнӑ. Апрелӗн 21-мӗшӗнчен ҫак пациент хулари 2-мӗш пульницан стационарӗнче выртнӑ, унта ӑна ӳпке вентиляцийӗн аппарачӗ патне ҫыхӑнтарнӑ. Вилӗм сӑлтавӗ – ҫӗнӗ COVID-19 коронавирус инфекцийӗн йывӑр форми, икӗ енлӗ йывӑр степеньлӗ пневмония.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев