Паянхи кун тӗлне Тутарстанра тата 76 çын коронавируспа чирленӗ
Çӗнӗ хыпарсем

Паянхи кун тӗлне Тутарстанра тата 76 çын коронавируспа чирленӗ

Çӗнӗ ăнсăртсем пурте чирлӗ çынсенчен ернисем. Çак шутран 20 çынна больницана хунă, 56-шӗ килте сипленет. Чирлекенсенчен ытларах пайӗ – 30-50 çултисем (31 çын), иккӗмӗш вырăнта – 50-60 çултисем (15-ӗн), унтан 60-70 çултисем (14-ăн).

Тутарстанра паянхи кун тӗлне талăкра тата 76 çын коронавируспа чирленӗ. Кун пирки ТР Президенчӗн пресс-службин ертӳçи Лилия Галимова пӗлтерчӗ.

Çӗнӗ ăнсăртсем пурте чирлӗ çынсенчен ернисем. Çак шутран 20 çынна больницана хунă, 56-шӗ килте сипленет.

Чирлекенсенчен ытларах пайӗ – 30-50 çултисем (31 çын), иккӗмӗш вырăнта – 50-60 çултисем (15-ӗн), унтан 60-70 çултисем (14-ăн).

Хуласемпе районсенчи кăтартусем юлашки талăкра çапларах:

Хусан – 37, Çырчалли – 15, Анат Кама районӗ – 5. Ешӗлвар, Лайăш, Пӗтреç районӗсенче – 3-шер, Атня районӗнче – 2, Аксу, Апас, Арск, Çӳлту, Çӗпрел, Кайпăç, Спас, Тукай районӗсенче – 1-ер.

Пандеми пуçланнăранпа Тутарстанра коронавируспа пурӗ 2697 çын чирленӗ. 1825-шӗ сывалнă, юлашки талăкра – 127-ӗн.

 

 


коронавирус

Нет комментариев