Паянхи юра тасатма 332 ятарлӑ машина тухнӑ
Тутарстан Республикинчи хуласем хушшинчи автоҫулсемпе автобуссене тата йывӑр тиевлӗ транспорта ҫӳреме чараҫҫӗ
Метеорологи тата ҫул условийӗсем япӑхланнине пула 2021 ҫулхи январӗн 14-мӗшӗнче 14:00 сехетрен пуҫласа Тутарстанра хуласем хушшинчи автобуссене вӑхӑтлӑх ҫӳреме чараҫҫӗ, 16:00 сехетрен йывӑр тиевлӗ транспорта ҫӳреме чараҫҫӗ.
Синоптиксен прогнозӗсем тӑрӑх январӗн 14-15-мӗшӗсенче Тутарстан Республикинче ҫанталӑк япӑхланать: юр ҫӑвать, тӑман тухать, юр ҫеккунтра 16 метра ҫитет, ҫулсем ҫинче пӑрлак тата юр хӳсе кайни пулма пултарать.
Патшалӑх автоинспекцийӗ ҫулпа ҫӳрекенсене май пур таран ял-хуласенчен тухма тӑхтаса тӑма сӗнет. Ҫул ҫинче инкеке лексен 8 (843) 533-38-88 телефонпа шӑнкӑравламалла.
Юр тасатма ҫулсем ҫине 332 спецтехника тухнӑ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев