Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пӗчӗк Шадриковпа Ермолаев сивӗрен хăрамаççӗ

Шупашкарти артистсене инçе çулпа тата сивӗ çанталăкпа хăратаймастăн. Халӗ те-ха вӗсенчен нумайăшӗ Çӗпӗрпе çурçӗр енче укçа çапса çӳреççӗ.

«Камаз» туса кăларакан хулари чăвашсем Уяв пуçларӗç. Халăх йӗлисене упраса хăварса ӳсекен ăрăва пама ăнтăлакан вырăнти чăваш культура центрӗ çак ӗçе ачасене явăçтарма тăрăшать. Çавăнпа та «Чӗкеç» ансамбль шутӗнче майăн 21-мӗшӗнче Çӗнтерӳ паркӗнчи сцена çине ачасем йышлă тухрӗç. Концерт номерӗсем кăтартнисӗр пуçне çырчаллисем Уяв йăлисене те туса ирттерчӗç.
Сивӗ çиллӗ çанталăк халăха пухăнма кăштах кансӗрлерӗ пулмалла. Анчах вăл урамри концерта ирттерме чараймарӗ. Шупашкартан килнӗ Петр Ермолаевпа Андрей Шадриков çынсене ташлаттарса ăшăтрӗç, савăк юррисемпе савăнтарчӗç.    
Сăнӳкерчӗксем А.Шадриковăн соцсетьри старницинчен.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашская эстрада культурное наследие