Пӗчӗк Артемий салтаксем валли саморез пухать
Тутарстанра паян 12 сехете тăсăлакан «Вступай в армию Победы!» телемарафонра (ăна «ТНВ- Татарстан» тата «ТНВ-Планета» телеканалсемпе пăхма пулать) ахаль çынсен историйӗсемпе те паллаштарчӗç. Иккӗмӗш класа куçнă Артемий те акă волонтер.
Арçын ача салтаксем патне çыру çырса кăна мар, чи кирлӗ япаласем пухса та пулăшма тăрăшать. «Мӗншӗн-ха манăн çывăрма кравать пур, салтаксен вара – çук. Саморез ярас, хăйсем валли кравать туччăр?» – тесе каласа пачӗ вăл хăй йышăнăвӗ пирки. Артемий хальхи вăхăтра хăй пурăнакан поселокра килӗрен çӳресе салтаксем валли саморез пухать, тесе пӗлтерет «Татар-информ» ИА. Мӗнех калăн, маттур ача. Тăван çӗршыв интересӗсене хӳтӗлекен салтаксене Артемий пек ачасем хавхалантарни вăй парса хăюлăх хушать. Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» агентствăн.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев