Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пӗчӗк хулана пысăк музыка

Иртнӗ эрнере Н.Г.Жиганов ячӗллӗ Хусан патшалăх консерваторийӗнче «Большая музыка в малые города» культурăри тата музыка вӗрентӗвӗнчи пысăк проектăн I тапхăрне пӗтӗмлетсе отчетлă концерт иртрӗ


Иртнӗ эрнере Н.Г.Жиганов ячӗллӗ Хусан патшалăх консерваторийӗнче «Большая музыка в малые города» культурăри тата музыка вӗрентӗвӗнчи пысăк проектăн I тапхăрне пӗтӗмлетсе отчетлă концерт иртрӗ. 

Ку проекта «Мост искусств» фонд РФ Президенчӗн гранчӗпе усă курса ирттерет. Н.Г.Жиганов ячӗллӗ Хусан консерваторийӗ партнер пулса хутшăннă. РФ Президенчӗн культура пуçарăвӗсен фончӗ панă грантпа ирттерме пултарнă проекта. 

Проектăн тӗллевӗ — пӗчӗк хуласенче пурăнакансене академи музыка искусствипе çывăхрах паллаштараси тата ачасемпе çамрăксене классика музыкине хăнăхтарасси. Музыка шкулӗсенче вӗрнекенсем профессиллӗ музыкантсемпе, консерватори студенчӗсемпе тата преполавателӗсемпе тӗл пулчӗç, хăш-пӗр шуулта вӗсемпе пӗрле пӗр сцена çинчен кӗвӗ калама пултарчӗç. Мастер-классенчен хăйсене кирлӗ пӗлӳсем, хăнăхусем, мӗн пытармалли, кӗвӗ калас ăсталăх вăрттăнлăхӗсене те вӗренчӗç. 

Çак тӗлпулу студентсемшӗн те кăсăк, усăллă пулни çинчен отчетлă концерт умӗн йӗркеленӗ пресс-когнференцире консерватори ректорӗ Вадим Робертович Дулат-Алеев каласа пачӗ. 
Хусан консерваторийӗнче вӗренекен студентсем харăсах икӗ специальноçа алла илнине кура «Большая музыка в малые города» проект вӗренекенсене харăсах икӗ специальноçпе те практика иртме май панă. Çавăнпа вӗренӳ планне улăштарма тӳр килмен. Çав вăхăтрах Вадим Робертович çамрăксене Хусантан никам та республикăн районӗсенчи хуласене хӳтерсе кайманнине палăртрӗ. Студентсемпе педагогсем хăйсен ирӗкӗпе, хăйсен кăмăлӗпе хутшăннă проекта. 
Проекта пуçараканӗ, тытса пыраканӗ Виктор Ямпольский пианист, вăлах «Мост искусств» Халăхсен хушшинчи фондăн Президенчӗ. 2017 çултанпа ӗçлет çак пархатарлă йӗркеленӳ. Паллах, культурăпа искусствăра хăйӗн сăмахне калама хăтланакан пултаруллă çамрăксене пулăшассишӗн тӗрлӗ мероприятисем йӗркелет вăл. Апла пулин те ертӳçисем унăн тӗп шухăшӗ искусство, литература мелӗпе çынсене пӗр-пӗрне ăнланма пулăшасси, пӗр чӗлхе тупма май парасси тесе шутлаççӗ.
«Большая музыка в малые города» проект 2022 çулта Виктор Исааковича пула кун курнă. Малтанах унта тăватă регион хутшăннă, кăçал вӗсен шучӗ çичче çитнӗ. 
«Большая Музыка» проект Пысăк хуласенчи чаплă концерт залӗсенчен аякра пурăнаансене академи музыкине çывăхрах пулма пулăшас тӗллевпе, ăна ăнланма хăнăхтарассишӗн пуçарнă. Виктор Ямпольский Совет Союзӗн тытăмне аса илчӗ — филармони, консерватри артисчӗсене çӗршывăн инçетри кӗтесӗсене гастроле çӳретнӗ. Çакăнпа çыхăннă пӗр кулăшла историе теаса илӗ артист.

Виктор Ямпольсий пианиста балалайка калакан ӗçтешӗпе концертсемпе çӗпӗре çитсе килмелле пулнă. Малтан музыкантсем малтан самолетпа вӗçнӗ, вертолетпа, машинăпа кайнă. Çапла ынсем утă çулнă çӗре пырса чарăннă. «Малтанах эпӗ çухалса кайрăм: юрать, юлташ балалайка калать. Вăл аптрамӗ. Эпӗ вара мӗн тăвăп? Рояль çук-çке». Анчах концерт йӗркелӳçисем пианиста «ӗçсӗр хăварман» — конферансье пулма сӗннӗ. Мӗн тăвăн? Килӗшнӗ. Канма ларнă хресченсене балаайка çинчен каласа панă: кам шутласа кăларнă, мӗнлерех унăн историйӗ, мӗнле кӗвӗсем калама пулать... 
Концерт вӗçленсен концерт пăхакансем балалайка алакн артиста мар, концерт ертӳçине пыра-пыра тав тунă. 

Виктор Ямпольский Совет Союзӗ вăхăтӗнчи вӗрентӗве, академи музыкине халăхра анлă сарассине питӗ ырă ен тесе шутлать. Чӗрте тăратма пулать-и ăна? Иккӗленӳллӗ, анчах иртнӗ вăхăтри меслетсене çӗнетме пулатех тесе шутлать маэстро.

Пресс-конференцире Пăва, Лайăш, Чистай, Мамадыш музыка тата искусство шкулӗсенче ӗçлекенсем ырласа каланисене тимлесе чăнах та ку проектăн пуласлăх пур тесе шанас килет. 

«Большая музыка в малые города» пӗрремӗш тапхăрӗ ăнăçлăн иртнӗ. Малта тата виçӗ тапхăр — кашни тапхăр виçӗ уйăха пырать. Вӗсем те интереслӗ, усăллă иртесси пирки иккӗленместпӗр. Ку проект йăлана кӗрсе çулсерен иртсен тата лайăх пулмалла. 

Сăнӳкерчӗксем М.БАРАБАНОВАН.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Искусство