Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ПӖЧӖКРЕН СЦЕНА ÇИНЧЕН ӖМӖТЛЕНЕТ

Чăваш юррисене вӗренме хӗре амăшӗпе кукамăшӗ пулăшаççӗ

 

 

Çарăмсан ялӗнче пурăнакан Яна Рузукова кăçал 9-мӗш класра вӗренет. «Шăнкăравăн» иртнӗ кăларăмӗнче çырнă Анна Ивановăран кăшт кӗçӗнрех вăл, анчах ку хӗрсен туслăхӗшӗн чăрмав мар. Яна «Созвездие-Йолдызлык» конкурса халиччен те хутшăннă, ятарлă призсем илнӗ, çакă хӗр пултарулăхне туптама пулăшни куçкӗрет. Кăçал вăл зонăсенче иртекен конкурс тапхăрӗнче çӗнтерсе II вырăн йышăннă, Хусанта «Пирамида» культурăпа кану комплексӗнче иртнӗ финала хутшăннă.

Яна 7 çултан музыка шкулне çӳренӗ, унтах юрлама пуçланă, фортепиано калама вӗреннӗ, ташлассипе те пӗлӳ илнӗ. Пӗр сăмахпа – Яна профессин картлашкисем çине çирӗппӗн пуса-пуса пултарулăх тӳпине улăхать. Вăл юлташӗ пекех 11 класс хыççăн Хусанти культура институтне эстрада уйрăмне вӗренме кӗме ӗмӗтленет. Тӗрӗсрех каласан, хатӗрленет те ӗнтӗ. Шкулта Янăна литература, обществознани урокӗсем кăмăла каяççӗ. Çакна Рузукова вӗрентекенсем тӗплӗн ăнлантараççӗ тата предметпа интереслентерме пӗлеççӗ тесе каласа пачӗ.

Яна хутăш çемьерен – амăшӗ чăваш, ашшӗ мордва. Тен, çавăнпа чăвашла таса калаçма çăмăл мар хӗре. Кукамăшӗпе амăшӗ пулăшаççӗ кун пек чух. Чăваш юррисене вӗреннӗ чух вӗсем ялан çумра. Ашшӗ тăван чӗлхине лайăх пӗлет, калаçать. Хӗрне те мордвалла калаçтарасшăн, анчах паяна çак шухăш пурнăçланайман. Тен, мордва юррисене юрласа чӗлхене вӗренме ансатрах пулӗ.

 

 

Автор сăнӳкерчӗкӗнче

Яна Рузукова.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана Черемшан