П.Дементьев музейӗнче «Хисеплетпӗр, астăватпăр!» истори сехечӗ иртрӗ
Çӗнтерӳ кунӗ умӗн Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Упири П.Дементьев музейӗнче Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрçинче çӗнтернӗренпе 81 çул çитнине халалласа «Хисеплетпӗр, астӑватпӑр!» истори сехечӗ иртрӗ.

Тӗлпулӑва пенсионерсен союзӗн хастарӗсем хутшăнчӗç. Совет халӑхӗн паттӑрлӑхне асра тытни питӗ пӗлтерӗшлӗ пулни пирки калаçрăмăр, документлă кино пăхрăмăр. Çапӑçу хирӗнчен таврӑнманнисене пӗр минут шӑп тӑрса асӑнтăмăр.

Экран çинче кинохроника кадрӗсем, вӑрçӑ çулӗсенчи сӑнӳкерчӗксем тата паттăрсен портречӗсем ылмашӑнса пычӗç. «Катюша», «День Победы», «Темная ночь» юрăсем янӑрарӗç. Мероприятие хутшăнакансем те юрларӗç, хӑшӗ-пӗри куççульне пытармарӗ. К.Симоновăн, А.Твардовскин тата О.Берггольцăн совет халӑхӗн паттӑрлӑхӗпе çирӗплӗхне мухтакан сӑввисене, фронтовиксен çырăвӗсене вуларăмăр.

Пенсионерсен союзӗн хастарӗсем вăрçа хутшăннă тӑванӗсем çинчен каласа пачӗç, Çӗнтерӳ кунӗн пӗлтерӗшӗ пирки шухӑшӗсене пӗлтерчӗç.

«Паян эпир вӑрçӑ çинчен аса илнӗ май ӑрусен çыхӑнӑвне туйрӑмӑр, – тесе палӑртрӗç мероприятие хутшӑнакансем. – Кун пек тӗлпулусем хамăр пӗлнине пулас ӑрусене каласа пама пулӑшаççӗ».

Ентешсен паттӑрлӑхне халалласа йӗркеленӗ кураври сăнӳкерчӗксенче чылайӑшӗ хӑйӗн тӑванӗсене, пӗлӗшӗсене тупрӗ. Упи ял тăрăхӗнчен хутшăннă 45 хӗртен пурте тăван ене ырă-сăвă таврăннă. Вӗсен сăнӳкерчӗкӗсем ятарлă папкăра упранаççӗ.
Юрий АДЪЮТАНТОВ.
Çӗпрел районӗ,
Çӗнӗ Упи.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев