Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Педагогика çамрӑксемшӗн илӗртӳллӗрех пулса пырать

Раççейре миллион ытла вӗрентекен ӗçлет, юлашки вăхăтра хăйсен пурнăçне педагогикăпа çыхăнтаракан çамрăксен шучӗ те çулсеренех ӳссе пырать.

«Молодежь и дети» наци проекчӗпе педагогсене ӗçлеме тата професси тӗлӗшӗнчен аталанма тӗрлӗ майсем туса параççӗ. Çӗнӗ шкулсем туса киввисене юсаççӗ, вӗрентекенсене пулӑшмалли мерӑсене анлӑлатаççӗ, квалификацие ӳстерме программӑсем хута яраççӗ.

Çак професси мӗн тери пӗлтерӗшлӗ те интереслӗ пулнине кӑтартас тӗллевпе Раççейре федераллӑ реклама кампанийӗ пуçланнӑ. «Учитель навсегда» кампани сӑнӗ – Çырчаллинчи пуçламӑш классен вӗрентекенӗ Анна Мельникова, Пӗтӗм Раççейри «Первый учитель» конкурсăн призерӗ. Кампание «Будьучитель.рф» порталта ирттереççӗ, унта вӗренӳ заведенине суйлама, професси ӳсӗмӗн майӗсем çинчен пӗлме тата пысăк çитӗнӳ тунă вӗрентекенсенпе хавхаланма пулать.

Анна Мельникова

2025 çулхи йышӑну кампанийӗн пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх педагогика аслӑ шкулӗсене пӗр бюджет вырӑнне 12 заявлени çырнӑ. Раççей шкулӗсенче 346 пин ытла çамрӑк педагог ӗçлет.

«Тӗп тӗллевсенчен пӗри  – учитель пулас текенсене пулӑшасси, професси ӳсӗмӗ валли условисем туса парасси тата хальхи шкул майсем уçса паракан вырăн пулнине кӑтартасси. «Молодежь и дети» наци проекчӗ пулӑшнипе шкулсене хальхи технологисене пӗлекен, çӗнӗ мелсем кӗртме хатӗр хавхалануллӑ специалистсем килеççӗ», – палăртнă Раççей çутӗç министрӗ Сергей Кравцов.  

«Земский учитель» программа та специалистсене пӗчӗк хуласемпе ялсенчи шкулсене явӑçтарма пулăшать. 2025 çулăн пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх 599 вӗрентекен çак майпа усă курнă, 2026 çулта кун пек вырӑнсен шутне 1216 таран ӳстернӗ. Программӑна хутшӑнса пӗр миллион тенкӗ  (Инçет Хӗвелтухӑçне, Донецк тата Луганск Халăх республикисене, Запорожье тата Херсон облаçӗсене куçакансене 2 миллион) илме май пур.  Тӗплӗнрех программа сайтне кӗрсе пӗлме пулать.

Директорсен воспитани енӗпе ӗçлекен канашçисем ачасене пултарулăхне уçса пама, социаллӑ пуçарăвӗсене пурнӑçа кӗртме пулӑшаççӗ. 2025 çултанпа вӗсем уйӑхсерен тӳлев илсе тăраççӗ.

«Молодежь и дети» наци проекта кӗнӗ Пӗтӗм Раççейри «Учитель года России» конкурс 35 çул ытла иртет. Унӑн тӗллевӗсем – пултаруллӑ вӗрентекенсене тупса палӑртасси, вӗсем мӗнле ӗçленине кăтартасси тата професси ят-сумне ӳстересси. Финала пӗтӗм çӗршыври вӗрентекенсем хутшӑнаççӗ. Çӗнтерӳçӗ укçа илет тата çулталӑклӑха çутӗç министрӗн пулӑшуçи пулса тӑрать

«Классная тема!» телешоу вӗрентекенсене анлӑ аудиторие тухма май парать. Кăçал çичӗ пултаруллӑ педагог хӑйсен урокӗсене федераци каналӗнче кӑтартнă. Конкурс суйлавне вырăс чӗлхи, литература, математика, биологи, хими, географи, истори тата физика вӗрентекенсен хутшӑнма пултараççӗ. Пиллӗкмӗш  сезона хутшӑнма майăн  31-мӗшӗччен проект сайтӗнче заявка памалла https://klassnaya-tema.ru/.

2025 çулта «Молодежь и дети»  наци проекчӗ шайӗнче 37 комплекслӑ вӗренӳпе воспитани программи хатӗрленӗ.

«Татар-информ» ИА тата mon.tatarstan.ru сайтран илнӗ сăнӳкерчӗксем.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: учитель педагогика молодые учителя Земский учитель сергей кравцов