Педагогика вузӗсенче вӗренекен студентсем валли – ятлă стипенди
РФ Çутӗç министерстви 2025 çулхи сентябрӗн 1-мӗшӗнчен педагогика вузӗсенче вӗренекен студентсем валли уйăхне 15 пин тенкӗ ятлă стипенди çирӗплетме сӗннӗ. Правительствăн çакăнпа çыхăннă постановленийӗн проектне нормăпа право акчӗсен проекчӗсен порталӗнче пичетленӗ.
Документпа килӗшӳллӗн, кашни ушкăн валли 10-шар стипенди палăртмалла. Совет педагогӗ тата çыравçи Антон Макаренко ячӗллӗ стипендие, тӗслӗхрен, вырăс чӗлхи, литература, ют чӗлхе, кӗçӗн классен учителӗ пулас текен студентсем илӗç.
Совет педагогӗ Василий Сухомлинский ячӗллӗ стпенди – математика, информатика, физика тата экономика енӗпе вӗренекенсене лекӗ.
Вырăс педагогӗ Константин Ушинский ячӗллӗ стипендие вара биологи, хими, географи енӗпе, педагог тата психолог Лев Выготский ячӗллине – творчествăлла направленипе, физкультура, технологи тата пурнăç хăрушсăрлăхӗ енӗпе пӗлӳ илекенсем тивӗçӗç.
Истори, обществознани тата право учителӗсем пулас текенсене вырăс çыравçи тата историкӗ Николай Карамзин ячӗллӗ стипенди лекӗ.
Камсем илме пултараççӗ-ха ятлă стипендие? Бакалавриатра е магистратурăра вӗренекен 2-мӗш е аслăрах курссенче вӗренекен пысăк çитӗнӳсем тунă (тӗслӗхрен, профильлӗ олимпиадăра çӗнтернӗ е призер пулнă, наукăлла ӗç пичетленӗ) студентсем. Вӗсен çавăн пекех сессисенче «3» паллă пулмалла мар.
Сăнӳкерчӗк ТР Вӗрентӳпе наука министерствин пресс-службин.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев