ПЕНСИ КОЭФИЦИЕНЧӖ ИКӖ ÇĂКĂРЛĂХ ХАЛЬ
Ӗçлемен пенсионерăн пенсийӗ мӗн чухлӗ ӳсессине пӗлес тесен, страхлакан пая 1, 0705 çине хутламалла.
2019 çулхи январьтен Тутарстанри ӗçлемен пенсионерсен страхлакан пенси пайне 7,05% ӳстернине пӗлтернӗ Раççей пенси фончӗн Тутарстанри уйрăмӗн управляющийӗ Эдуард Вафин çак кунсенче «Татар-Информа» панă интервьюра. Вăл каланă тăрăх, ку индексаци республикăри 800 пине яхăн çынна пырса тивет иккен. Çапла вара индексаци хыççăн пенси коэфициенчӗ 87 тенкӗ те 24 пуспа, пенсин çирӗпленнӗ пайӗ 5 пин те 334,19 тенкӗпе танлашрӗ.
Чиновник сăмахӗсемпе, пенсин сумми пурин те пӗр пек ӳсмест. Калăпăр, 2018 çулта 15 пин тенкӗ илнӗ пулсан, кун пеккисен пенсийӗ пин тенке, 10 пин тенкӗ илнисен 700 тенке ӳсет.
«Ӗçлемен пенсионерăн пенсийӗ мӗн чухлӗ ӳсессине пӗлес тесен, страхлакан пая 1, 0705 çине хутламалла. Урăхла каласан, страхлакан тата çирӗплетнӗ пайсене кăна хутламалла, хушма тӳлевсемпе çăмăллăхсене шута илмелле мар», – тенӗ Эдуард Вафин. (К.Малышев сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев