Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пенсионерсем валли тӳлевсӗр занятисем

Тутарстанри МФЦ ваттисен декади шайӗнче октябрӗн 2-мӗшӗнче цифра пĕлĕвĕпе пенсионерсем валли тӳлевсӗр занятисем ирттерессине пӗлтерет ТР МФЦ пресс-служби.

«Вӗренме эпир ватӑ ҫынсемшӗн чи ҫивӗч тӑракан темӑсене суйласа илтĕмĕр. Шӑпах ҫак ыйтусене вӗсем час-часах МФЦ-на пулӑшу ыйтма килсен специалистсене параҫҫӗ. Эпир вӗсене пӗр çĕре пӗрлештерсе кӑҫал практика занятийӗсене ирттерес терӗмӗр. Техникӑлла майсем пур пирĕн», — каласа панă ТР МФЦ директорӗ Ленара Музафарова.

Специалистсем Патшалăх услугисен  порталӗнчи парольсене вӑрлассинчен тата хӑйсен куҫман пурлӑхне ултавҫӑсенчен мӗнле хӳтӗлемеллине, биометри даннӑйӗсене мӗн тума усӑ курнине, харпӑр кабинет мӗнле йӗркелемеллине тата электронлă сервиссемпе мӗнле усӑ курмаллине каласа парӗҫ.

Илнӗ пӗлӗве пӗтӗмпех компьютер класӗнче урок вӑхӑтӗнче практикӑра ҫирӗплетме май пулĕ. Занятисен пӗр пайӗ «Правила долголетия» психологи практикумӗ, унта медитаципе сустав валли зарядка тума та вĕрентĕç. Ӑна учреждени психологӗсем ирттерӗҫ.

Занятисем Хусанти «Зареченский» тата «Приволжский» МФЦ офисӗсенче  иртĕç.

Вĕренес текенсем малтанласа 8 (843) 222-06-21 телефонпа ҫырӑнмалла.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: пожилой человек