Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Петр Дементьев музейӗнче Пӗтӗм тӗнчери тăван чӗлхе кунне халалланă мероприяти иртрӗ

Çӗнӗ Упири тӗп шкулта 7- мӗш класра вӗренекенсем П.В.Дементьев музейӗнче Пӗтӗм тӗнчери тăван чӗлхе кунне халалласа ирттернӗ «Тӑван чӗлхе – халăх чунӗ» музей урокне хутшӑнчӗç.

Чи малтан тăван чӗлхе кунӗн историйӗ пирки калаçрăмăр. Ачасем паллӑ çыравçӑсемпе ӑсчахсем чăваш чӗлхи çинчен каланӑ ӑслӑ каларăшсемпе паллашрӗç. 

Тӗнчере темиçе тӗрлӗ халӑх пурӑнать. Кашни халăхăн хӑ­йӗн чӗлхи, культури пур. «Пӗр чӗлхе – пӗр ӑс, икӗ чӗлхе – икӗ ӑс», – тенӗ чăвашсен Аслă Вӗрентекенӗ Иван Яковлев. Темиçе чӗлхе пӗлни аван, анчах чӑваш чӗлхине те манмалла мар. Тӑван чӗлхепе калаçмалла, малалла аталантармалла, манмалла мар.

Малалла вӗренекенсем «Эпир маттур ачасем» вӑййа хутшӑнса хăйсем чăваш чӗлхине еплерех пӗлнине тӗрӗслерӗç, тӗрлӗ ӗçсем пурнӑçларӗç. Вӑйӑ «Чăваш чӗлхи», «Тупмалли юмах», «Кулăш – ӗçре пулăш», «Литература», «Шӳтлӗ ыйту» пайсенчен тăчӗ. Кашни тапхăрта ачасене тӗрлӗ енлӗ ыйтусем кӗтрӗç. Пуçа ватмалли, аса илмелли, шухăшлава аталантармалли нумай пулчӗ. Пур тупăшу урлă та ăнăçлă иртрӗç вӗренекенсем. Чăн чӗлхеçӗсем пулнине çирӗплетрӗç.

«Тӑван чӗлхе – халӑхӑн авал­лӑхӗ, тӑван чӗлхе – ха­лӑхӑн сумлӑ та телейлӗ малашлӑхӗ», – тенӗ Г.Н.Волков ӑсчах. Чăваш чӗлхи малалла та упранса юласса, аталанса пырасса шанас килет.

 

Юрий АДЪЮТАНТОВ.

Çӗпрел районӗ.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: День родного языка