Петр Ермолаев салтаксене пулăшнă
Ятарлă çар операцине хутшăнакансене пирӗн çӗршывра пур майсемпе те пулăшаççӗ: гуманитари тиевӗ ăсатаççӗ, салтаксене мӗн ыйтнипе тивӗтереççӗ.
Чăваш Енре пурăнакан паллă юрăç тата кулăш ăсти Петр Ермолаев та аякра юлман. Вăл «Мунча ташши» тесе çырнă УАЗа ентешӗсем валли СВОна ăсатнă. Автомашинăна илсе панăранпа чылай вăхăт иртнӗ пулсан та, кун пирки халь кăна паллă пулчӗ.
Йывăр вăхăтра салтаксене тăван çӗршывра пулăшни питӗ кирлӗ. Вӗсем мирлӗ пурнăçра шанчăклă тыл пуррине туйсах тăмалла.
«Пуринчен малтан» телеграмм-каналтан илнӗ сăнӳкерчӗк.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев