Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Пётр Гаврилов-Меречен çуралнăранпа 100 çул

Хайлавӗсем Шупашкарта, Хусанта, Самарăра, Ульяновскра, Нурлатра, Аксура, чăвашла тухса тăракан хаçат-журналсенче тăтăш пичетленнӗ. Унăн чылай сăввине композиторсем юрра хывнă

«Сувар» хаçата тахçантанпа вулакансем Пётр Гаврилов-Меречен поэта астăваççех ӗнтӗ. Пултаруллă сăвăçăн хайлавӗсем хаçатăмăрта кулленех пичетленетчӗç. Августăн 9-мӗшӗнче, Пётр Михайлович çуралнăранпа 100 çул çитет. Хисеплӗ поэт, Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин ветеранӗ 2019 çулхи февральте 93 çула çитсе пирӗнтен яланлăхах уйрăлса кайрӗ. Мӗн виличчен сăвăсем çырчӗ вăл.
 
Пётр Михайлович çав тери сăпайлă, ӗçчен, ырă кăмăллă çынччӗ. Аксу районӗнчи Меречен ялӗнче 1925 çулта çуралнăскерӗн ачалăхӗ те, çамрăклăхӗ те çăмăл килмен. Ашшӗ, Михаил Константинович, çамрăклах вилнӗ. Амăшӗ, Дарья Даниловна, тăватă ачине пӗчченех ӳстерсе ура çине тăратнă. Пётр, çемьери аслă ывăл, 10 çулта чухнех амăшӗпе пӗрле колхоза ӗçлеме çӳренӗ. Шкулта аван вӗреннӗ.
1941 çулта вăрçă пуçлансан 16 çулти Пётра ял Совечӗн секретарьне суйланă. Çав вăхăтрах вăл клуб заведующийӗнче те тăрăшнă, колхозри комсомол организацине ертсе пынă. 17 çул тултарсан Житомир çар училищине вӗренме кӗнӗ. Вӗренсе пӗтерсен сывлăш десанчӗн йышӗнче вăрçа хутшăннă. Фронтра икӗ хутчен аманнă. Çӗнтерӳ умӗн госпитальтен вăрçă инваличӗ пулса тăван ялне таврăннă. Вăрçăра хăюлăх кăтартнăшăн ăна икӗ орденпа тата икӗ теçеткене яхăн медальпе наградăланă.
Таврăнсан каллех вунă çула яхăн ял Совет секретарӗнче, Культура çурчӗн ертӳçинче тăрăшнă. Çемье çавăрса мăшăрӗпе Феодосия Афанасьевнăпа пилӗк ача çуратса ӳстернӗ. Чистайри педучилищӗрен, И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чăваш патшалăх педагогика институтӗнчен вӗренсе тухса алла диплом илсен хӗрӗх çул шкулта ачасене вӗрентнӗ Пётр Михайлович.
Çамрăкранах сăвăсем çырма пуçланăскерӗн 20-е яхăн кӗнеки кун çути курнă. Пётр Гаврилов-Мереченӗн хайлавӗсем Шупашкарта, Хусанта, Самарăра, Ульяновскра, Нурлатра, Аксура, чăвашла тухса тăракан хаçат-журналсенче тăтăш пичетленнӗ. Унăн чылай сăввине композиторсем юрра хывнă.
Пётр Михайлович Гаврилова тăван ялӗнче Мереченре, Аксупа Анат Кама районӗсенче пурăнакансем ырăпа аса илеççӗ, сума суса асра тытаççӗ. Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин ветеранӗ мӗн пурнăçран уйрăличчен – 70 çул ытла – сăвăсем çырчӗ.
Пётр Михайлович хăй ултă çул ытла пирӗнпе юнашар çук пулсан та эпир – вулакансем, ӗçтешӗсем, ентешӗсем – талантлă поэта, ырă кăмăллă çынна, опытлă педагога пӗрре те асран кăлармастпăр. Поэт çуралнăранпа 100 çул çитнӗ май унăн сăввисене вулар-ха пӗрле.
 
Пётр Гаврилов-Меречен
Мăнукăма
Пиртен таçта эс, инçетре,
Хурал тăратăн чикӗре.
Çӗршывăн тулăх пахчине
Тăшман чикеймӗ сăмсине.
 
Эп хам та яланах постра,
Каç-каç çӳретӗп пек фронтра...
Йӗп пек чикеççӗ сурансем,
Талт-талт тăваççӗ тăнлавсем.
 
Кӗрлерӗ тăват çул тӗнче,
Çӳрерӗм вăрçă вутӗнче.
Мӗн чухлӗ юхрӗ юн, куççуль...
Çакна хăвах чухлатăн пуль.
 
Каллех пур-ха юнӗçенсем –
Çӗклесшӗн атом бомбисем.
Мăнукăм çирӗп пул, хастар,
Çӗре ан хыптăр вут-кăвар.
 
 
Кăварсăр пурăнтăр тӗнче
 
Шăватчӗ пурнăç пит хитре.
Эпир ун чух хӗрӳ ӗçреччӗ,
Хӗвел кулатчӗ пӗлӗтре,
Мӗнпур тавралăх чечекреччӗ.
 
Асран кайми хăруш июнь – 
Вут хыпрӗ çӗршыва сасартăк.
Çурхи шыв евӗр юхрӗ юн,
Çут кун арканчӗ татăк-татăк.
 
Фашист атти Совет çӗрне
Ним хӗрхенми урса таптарӗ.
Амантрӗ пирӗн чӗрене
Хура çӗлен сăнни, каварӗ.
 
Мускав патнех çывхарчӗ ют,
Каçасшăн пулчӗ Атăл урлă.
Кавказ таран алхасрӗ вут.
Кӗрхи каç пек капланчӗ хурлăх.
 
Хаяр çӗкленчӗ ун чухне
Мухтавлă халăхăн чукмарӗ.
Эсрелӗ Гитлерăн пуçне
Эпир çапса аркатнă мар-и?
 
Миçе çул иртрӗ çӗр çинче –
Çакна манаймӗ пур этемлӗх.
Кăварсăр пурăнтăр тӗнче,
Планета пултăрах хӗвеллӗ.
 
 Архиври сăнӳкерчӗк.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: литература