Пичет кӑларӑмӗсен пуҫлӑхӗсем пӗр йыша пӗрлешнӗ
Аудитори интернета куҫнине пӑхмасӑрах, хут кӑларӑмӗсене ҫынсем ҫаплипех вуласшӑн
Хусанта "Тутарстан Республикинчи пичет продукцине кӑларса салатакансен ассоциацине" йӗркелесе янӑ, вӑл пичет кӑларӑмӗсене потребительсен хушшинче сарассипе тата ҫак сферӑри йывӑрлӑхсене татса парассипе аппаланӗ.
Ассоциацине кӗме 14 организаци кӑмӑл тунӑ, вӗсен хушшинче патшалӑхӑннисем те пур, уйрӑм хыпар хатӗрӗсем те. ТР Журналистсен союзӗнче иртнӗ канашлу вӑхӑтӗнче коммерцилле мар обществон ертӳҫин вырӑнне "Казанские ведомости" хаҫатӑн тӗп редакторне Венера Якуповӑна суйланӑ.
"Вӑл ҫак юхӑмӑн тӗп пуҫаруҫи. Вӑл хаҫат интересӗсене те хӳтӗлет, пичет розници пултӑр тесе те ҫунать, киосксене те упраса хӑварасшӑн",– тесе каланӑ "Татмедиа" АО генеральнӑй директорӗ Шамиль Садыков.
2019 ҫул кӑтартӑвӗсемпе, Тутарстан пресса киоскӗсен йышлӑхӗпе Раҫҫейре 74-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Аудитори интернета куҫнине пӑхмасӑрах, хут кӑларӑмӗсене ҫынсем ҫаплипех вуласшӑн.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев