Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ПИКЕСЕМ, КОНКУРСА ХУТШĂНĂР!

«Сувар пики – 2023» конкурс пуçланни пирки тепӗр хут аса илтеретпӗр. Ăна редакци ТР Чăваш наципе культура автономийӗпе тата «Тутарстан Чăваш пики» конкурс дирекцийӗпе пӗрле ирттерет.

Мӗн тумалла-ха конкурса хутшăнас тесен? 14 – 24 çулти пикесен анкета-заявкăна (ăна хаçатăн сайтӗнче положенипе пӗрле вырнаçтарнă. – Ред.) çырса тултармалла, чăвашла хăй çинчен каласа паракан кӗске видеовизитка (1 минутлăх) тата пултарулăх номерӗн видеороликне (1-2 минутлăх), икӗ сăнӳкерчӗк – портретли тата пӳ çӳллӗшпех ӳкерни (в полный рост) – хатӗрлемелле, çаксене пурне те «Сувар» редакцине  suvar@mail.ru электронлă адреспа е 89179076881 телефон номерӗ çине «Сувар пики – 2023» конкурса» тесе палăртса мессенджерсем урлă ярса памалла. 

Конкурсанткăсен сăнӳкерчӗкӗсене «Сувар» хаçатра пичетлетпӗр, видеовизиткипе пултарулăх номерне ӳкернӗ видеоролике вара хаçатăн социаллă сетьсенчи ушкăнӗсенче (ВКонтакте, Одноклассники, Телеграм) вырнаçтаратпăр. 

Конкурс 2023 çулхи мартăн 1-мӗшӗччен пырать. Мартăн 2 – 9-мӗшӗсенче онлайн-сасăлав пулать. 2023 çулхи мартăн 10-мӗшӗнче ятарлă комисси конкурса пӗтӗмлетет.

«Сувар пики – 2023» титула илнӗ хӗр «Тутарстан Чăваш пики – 2023» конкурса хутшăнать. 

Конкурсăн положенийӗпе suvargazeta.ru сайтра паллашма пултаратăр. Эппин, чăваш хӗрӗсем, сиртен заявкăсем кӗтетпӗр!

Редакци.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев