Пилеш ир чечеке ларсан – сӗлӗ тухăçлă пулать
Çу уйăхӗн 11-мӗшӗ – Ясон. Пилеш ир чечеке ларсан – сӗлӗ тухăçлă пулать. Шурăмпуç килнӗ чух çăлтăрсем йăлтăртатаççӗ – çумăра.
Çу уйăхӗн 12-мӗшӗ – Епифан. Ӗне нăрри (майский жук) нумай-тăк – типӗ çул пуласса. Çак кун вӗлле хурчӗ сăхсан тăхăр чиртен сыватать, сăпса сăхсан тăхăр чир «парнелет» теççӗ.
Çу уйăхӗн 13-мӗшӗ – Яков. Çак кун ăшă та нӳрӗ çанталăк пулсан – тырпул ăнса пуласса.
Çу уйăхӗн 14-мӗшӗ – Еремей. Каçпа сывлăм ӳксен – аван çанталăка. Çак кун çанталăк япăх пулни – çитес хӗлле сивӗ, çил-тăманлă пуласса.
Çу уйăхӗн 15-мӗшӗ – Борис тата Глеб. Шăпчăк юрлама пуçлать. Шăпчăк сассине куккукăннинчен маларах илтсен çăвӗпе телейлӗ пурăнатăн теççӗ.
Çу уйăхӗн 16-мӗшӗ – Мавра. Çак кун ир çинчен сывлăм вăйлă ӳкнӗ, кун уяр пулчӗ-тӗк – хăяр ăнса пулать кăçал. Юман каврăçран маларах çулçă кăларсан çулла типӗ пулать.
Çу уйăхӗн 17-мӗшӗ – Пелагея. Ирхине сывлăм ӳкмен пулсан – çанталăк улшăнать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев