Пилотсăр «КАМАЗ» трассăпа 6 миллион километр иртнӗ те ӗнтӗ
Пилотсăр машина 732 кубла метр чухлӗ груз леçме ӗлкӗрнӗ. Çак вăхăтра вăл çул-йӗр аварине лекмен, çул-йӗр правилине пӗрре те пăсман.
Çырчаллинчи «КАМАЗ» автопром туса хатӗрленӗ пилотсăр тиевлӗ машинăна «Нева» М-11 тата автомобильсен тӗп ункă çулӗ (ЦКАД) çинче тӗрӗсленине пӗлтерет chelny-izvest.ru сайт. Паянхи кун тӗлне çак тӗрӗслеве автоматизациленӗ 18 техника хутшăнать. Вӗсем хăвăртлăха сехетне 89 километртан ирттермеççӗ. Çул çинчи лару-тăрăва радартан, лиадрпа видеокамерăсенчен тăракан комплекслă система сăнать. Вӗсем çул йăрăмне, транспорт тавра мӗн пулса иртнине кăтартса пыраççӗ. Автоматизаци вăйлă пулсан та кабинăра хальлӗхе водитель- испытатель пур-ха. Вăл автопилот ӗçне сăнанисӗр пуçне маршрут пуçламăшӗпе вӗçӗн участокӗсенче хăй çӳресе пырать.
Мӗнле çӳремеллине чăн малтан виртуаллă полигонра хăнăхать. Унта шăпах çулсем çинче пулакан лару-тăрусен сценарийӗсене кӗртнӗ. Çавăнпа ку е вăл, е стандартлă мар лару-тăрусенче мӗн тумаллине система маларах вӗренет. Çав хушăрах М-11 трасса çинче хăй тӗллӗн пыракан техникăн алгоритмне тӗрӗс ӗçлеттерсе пырать. (Динара Прокопьева / «Татар-информ» сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев