Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Пилотсăр системăсен çарӗсемпе контракт çыракан студентсене таврăнсан бюджета вӗренме куçараççӗ

БпС-а лекме пуринчен ытла компьютер вăййисене выляма юратакансен шанăç пысăк. Мӗншӗн тесен вӗсен вӗтӗ моторика лайăх аталаннă тата геймерсемшӗн хăнăхнă интерфейс вӗрентӗве хăвăртлатать.

Пилотсăр системăсен çарӗсене (БпС) кайма Оборона министерствипе контракт çырнă студентсен çулталăк хӗсметре тăнине пӗр çул вӗреннипе танлаштарма йышăннă. Унсăр пуçне службăран таврăнсан вӗсене бюджета вӗренме куçараççӗ. Кун пирки «Татар-информ» информаци агентствине панă интервьюра БпС отбор пункчӗн офицерӗ Виктор Никитин каласа панă.

 

«Тутарстанра халӗ куçăн тата куçăн мар майпа вӗренекен студентсене çара илесси активлă пырать. Вӗсем валли ятарласа йышăнусем тунă – çулталăка контракт туни пӗр çул салтакра пулнипе танлашать. Тата вӗсем пилотсăр системăсемпе усă курассипе уникаллă хăнăхусем илеççӗ. Контракт çырнисене пурне те дистанцилле вӗренӳ çине куçараççӗ. Çапла майпа вӗренӳ çулӗ çухалмасть. Студентсене вӗренӳре пулăшса пырӗç. Контракт вăхăтӗнче студент вӗреннӗшӗн тӳлемест, таврăнсан вара ăна бюджета куçараççӗ», – ăнлантарнă Виктор Никитин.

 

Аса илтеретпӗр, январӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа Тутарстанра РФ Оборона министерствипе контракт тăвакансене пӗрре парăнакан тӳлеве 2,9 миллион тенке çити ӳстернӗ. Ку вăл çӗршывӗпе те чи пысăккисен шутӗнче, Атăлçире вара чи пысăкки. Унсăр пуçне Тутарстанра паяна СВОна хутшăннисене тата вӗсен çемйисене тӗрев парассипе виçӗ пин ытла муниципаллă акт йӗркеленӗ.

 

Пилотсăр системăсен çарне кайма контракт çырас шухăшлисем валли республикăра хӗрӳ телефон линине уçнă. Унта 117 номерпе шăнкăравламалла та «4» кнопка çине пусмалла. Енчен те кандидат  малтанхи тапхăрта Бпс-па контракт тума мӗнпур енӗпе тивӗçтерет пулсан ун даннăйӗсене суйлав пунктне ярса параççӗ.

 

Çӗнӗ çарсен салтакӗсем пилотсăр вӗçекен, ишекен, çӗр çийӗн шăвакан мӗнпур аппаратпа ӗçлеме хăнăхӗç. Çавсен шутӗнче палăрма ӗлкӗрнӗ «Гераньсем», «Странник» гусеничнăй дронсем, экипажсăр катерсем. Контрактăн чи кӗске вăхăчӗ – пӗр çулталăк. Пилотсăр системăсен çарӗсенче служба иртнин хăйевӗрлӗхӗ вăл – çулталăка çырнă контракт автоматла майпа тăсăлманни. Унсăр пуçне çар çыннине урăх çарсене те куçармаççӗ. Вӗренӳ Тутарстанпа кӳршӗллӗ регионсенче икӗ уйăхран кая мар вăхăта тăсăлӗ.

 

БпС-а лекме пуринчен ытла компьютер вăййисене выляма юратакансен шанăç пысăк. Мӗншӗн тесен вӗсен вӗтӗ моторика лайăх аталаннă тата геймерсемшӗн хăнăхнă интерфейс вӗрентӗве хăвăртлатать.    

 

Тутарстанра РФ Оборона министерствипе контракт çырасси, премисемпе льготăсем çинчен  heroes-tatarstan.ru сайтра тӗплӗнрех пӗлме пулать. Унсăр пуçне Хусан, Аэропортовская урамӗ, 1/40 çурт адреспа вырнаçнă Контрактпа (1-мӗш разрядлă) çар службин суйлав пунктне кайса кирлӗ информаципе паллашма пулать. Ыйтса пӗлмелли телефон: (843) 221 44 52. Урăх регионта пурăнакансен 8 800 222 59 00 номерпе е регионсен хушшинчи кол-центра 117-пе шăнкăравламалла.

Ирина ГОРДЕЕВА.

Михаил Захаров сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #Войска беспилотных систем