Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Пирӗн çемье — Пирӗн çӗнтерӳ!» проект

«Защитники Отечества» фондăн Тутарстанри филиалӗ Çемье çулталăкӗне халалласа «Пирӗн çемье — Пирӗн çӗнтерӳ!» проект пуçарнă.

Тусӗсемпе пӗрле вăл СВО ветеранӗсемпе çемйисене, çапăçура пуç хунă салтак-ентешсен ачисене спорт тата культура мероприятийӗсене явăçтарнине хыпарлать фондăн пресс-служби. 

Социаллă проекта Арск районӗ пӗрремӗш хутшăннă. Кунти социаллă координатор Алина Латипова СВО салтакӗсен ачисемпе Камаево ялӗнчи музей-заповедникра экскурсире пулнă. Хусанти социаллă координаторсем вара Башир Рамеев ячӗллӗ ИТ-паркра çӳллӗ технологисен ӗçӗпе паллаштарнă. Кунсăр пуçне СВО ветеранӗсемпе çемйисем Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли куна халалланă мероприятисенче пулса курнă.
#НашаСемьяНашаПобеда
#ЗащитникиОтечества

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество