Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Пирӗн ентешӗн, паллă çыравçăн Сергей Ялавинăн ывăлӗ 100 ытла сăвă кӗнеки кăларнă

Чăваш Енӗн паллă сăвăçи, 100 ытла сăвă кӗнеки кăларнă Юрий Ялавин иртнӗ вырсарникун 70 çул тултарчӗ. Поэтăн кашни кӗнеки – философиллӗ шухăшлавран пуçласа чун хӗлӗхӗсене хумхатакан лирикăлла хайлавсем таранах – вулакансен кăмăлне тупма пӗлет. Критиксемпе вулакансем пӗр шухăшлă тейӗн: Ялавин пысăк талантлă çын кăна мар, вăл çырни чăн кăмăлтан пулнине тӳрех туйса илетӗн.

Юрий Ялавинăн юбилейне халалласа кăçал нумай мероприяти ирттерме палăртнă: поэтăн пултарулăх çулне, вăл «Вишневый садъ» журналта ӗçленӗ тап­хăрне халалланă куравсемпе экспозицисем; Шупашкар хулипе Чăваш Рес­публикинчи вӗренӳ заведенийӗсенче литература марафонӗсем, творчествăлла тӗлпулусем, автограф-сессисем... Юрий Ялавин поэзи пурнăçа сăнлакан кăна мар, ăна лайăх енне улăштарма пултаракан чӗрӗ организм пулнине халӗ те пӗрмай çирӗплетсех тăрать. 
Юрий Сергеевич Ялавин 1956 çулхи мартăн 15-мӗшӗнче чăвашсен паллă драматургӗн, çыравçăн тата литература критикӗн Сергей Васильевич Ялавинăн (Тутарстан чăвашӗ, Пăва районӗнчи Кипеккасси ялӗнче çуралса ӳснӗ. – Ред.) çемйинче çуралнă. Ашшӗн ӗçне малалла тăсать. 
Шупашкарти 27-мӗш номерлӗ шкултан вӗренсе тухсан 1974 – 1976 çулсенче Германири совет çарӗсен ушкăнӗнче (ГСВГ) хӗсметре тăнă. Салтакран таврăнсан И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университечӗн историпе филологи факультетне вӗренме кӗнӗ. Алла диплом илсен Юрий Ялавин «Молодой коммунист» хаçатра корреспондентра, Чăваш АССРӗн Телевиденипе радиовещанийӗн патшалăх комитечӗн Шупашкарти студийӗнче редактор тата ертсе пыракан пулса ӗçленӗ. 

(Юрий Ялавин 1974 çулта).
1995 – 2002 çулсенче Юрий Сергеевич ЧР Писательсен союзӗн аппаратӗнче тăрăшнă. Литература консультанчӗ, тӗп специалист, правлени председателӗн çумӗ пулнă. Вăл 1999 çултанпа РФ Писательсен тата Журналистсен, 2019 çултанпа ЧР Профессиллӗ писательсен (халӗ РФ Писательсен союзӗн Чăваш Республикинчи уйрăмӗ шутланать) союзӗсен пайташӗ. Çавăн пекех «Отдых, развлечения, туризм в Чувашии» хаçатра, «Top style», «Вишневый садъ. Все лучшее в нас» журналсенче те самаях ӗçленӗ. 
Юрий Ялавин ачаранах литературăпа интересленнӗ, хăй вара 1970-мӗш çулсен пуçламăшӗнче çырма пуçланă. Унăн сăввисем, калавӗсем, статйисемпе пьесисем Чăваш Енри хаçат-журналсенче пичетленнӗ. Юрий Сергеевич пичетре Писательсен союзӗн ӗçӗ-хӗлне те анлăн çутатнă. Вăл Шупашкарти машинăсем тăвакан заводăн гимнӗн авторӗ, «Антология всемирной поэзии. От каждого поэта по одному стихо­творению» кӗнекене пухса хатӗрлекенӗ. 
Маларах каларăмăр ӗнтӗ, Юрий Ялавин 100 ытла сăвă кӗнеки кăларнă. Ун сăввисене вулакансем яланах хапăл туса йышăнаççӗ. Ентешӗмӗр «Подруги», «Тысяча стихотворений», «Рябиновый пир», «Я лечу в Африку!», «Секрет любви», «Расплету я радугу», «Долгая жизнь – это дожить до правнуков», «Хокку на русский лад», «В танце кружится листва», «Понимание семейной жизни» тата ытти кӗнекесен авторӗ. (Ю.Ялавинăн харпăр архивӗнчи сăнӳкерчӗк). 
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: литература