Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Пирӗн ял мăнаçлăхӗ

Валентин Алексеев ӗмӗр тăршшӗпе тăван хуçалăхра тăрăшса ӗçленӗ

Кăçал Тутарстанра Çар тата ӗç паттăрлăхӗн çулталăкӗ. Эппин çар тата ӗç çыннисем тӗп вырăнта. Ман сире Аксу районӗнчи Саврăшпуçӗнче пурăнакан Валентин Алексеев ӗç ветеранӗ çинчен каласа парас килет. 

 

Валентин Семенович 1941 çулхи июнӗн 2-мӗшӗнче, Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи пуçланас умӗн 20 кун маларах, çуралнă. Вăрçă ачисен ачалăхӗ çăмăл мар пулни пирки калама та кирлӗ мар ӗнтӗ. Саврăшпуçӗнчи тулли мар шкула пӗтерсен малалла Валентин Алексеев Аксăва вӗренме çӳренӗ – çуранах, хӗлле йӗлтӗрпе. Шел, вӗренӗве вӗçлеме май килмен, çапах та Саврăшпуç каччи ӗмӗрӗпех çӗннине пӗлме, çӗнӗ профессисем алла илме тăрăшнă. 

1957 çулта Валентин тете тă­ван колхозра ӗçлеме пуçланă. 1960 çулта ăна колхозран Чистайри автоклуба вӗренме янă. Унтан вăл 3-мӗш класлă шофер пулса таврăннă. Кӗçех çамрăк качча çара илнӗ – Германире хӗсметре тăнă вăл. Салтакран килсен Валентин тăван колхозах ӗçлеме таврăннă. Çулран çул ăсталăхне ӳстерсе пынă вăл: тракторист-машинистсен, комбайнерсен курсӗсене пӗтернӗ, выльăх-чӗрлӗх фермисене эксплуатацилессипе те пӗлӗвне ӳстернӗ, фермăра мастер-наладчик, автосăвăм енӗпе механик пулса ӗçленӗ.

1974 çулта Валентин Семе­нович «Социализмла ăмăрту çӗнтерӳçи» кăкăр çине çакмал­ли паллă илме тивӗçнӗ. Çур ӗмӗр тăван тăрăхра ырми-канми тăрăшнăскере «Ӗç ветеранӗ» медальпе чысланă.

Салтакра чух та Валентин Алексеева патшалăх наградăсемпе палăртнă. Унăн «Воин-интернационалист ГСВГ», «За исполнение служебного долга за пределами Отечества», «70 лет образования ГСВГ» медальсем пур. Ку наградăсене çӗршыв умӗнчи тивӗçе чыслă пурнăçланăшăн параççӗ. 

1966 çулхи февраль уйăхӗнче Валентин Семенович хамăр ял хӗрӗпе Елизавета Васильевнăпа пӗрлешнӗ. Малтан çамрăк мăшăр ашшӗ-амăшӗн килӗнче пурăннă, каярах çӗнӗ урамра хăйсем уйрăм çурт лартнă. 

Вӗсен килӗнче яланах йӗрке тата тирпейлӗх хуçаланнă, пӗр-пӗрне пулăшасси тӗп вырăнта пулнă. Елизавета Васильевна повар пулса та ӗçленӗ – çуллахи вăхăтра хирте механизаторсене апатлантарнă, фермăра дояркăра та тăрăшнă. Сакăр ача çуратса ӳстернӗшӗн I тата II степеньлӗ ача амăшӗн медалӗсене, тăван хуçалăхра нумай çул ӗçленӗшӗн «Ӗç ветеранӗ» медале тивӗçнӗ. Шел те, 2008 çулта Елизавета Васильевна ӗмӗрлӗхех куçне хупрӗ. Валентин Семенович вара халӗ кӗçӗн ывăлӗн Андрейӗн çемйипе пӗрле пурăнать. 

Нумай пулмасть 85 çул тултарнă Валентин Семе­нович ӗмӗрне тăван Саврăшпуçӗнче ирттер­нӗ. Хăйпе пӗр вăхăтра çуралнă ытти çынсем пекех, ӗмӗр тăршшӗпе Тăван çӗршыв ăнăç­лăхӗшӗн тăрăшса ӗçленӗ. Çӗршыв çавăн пек çынсем çинче тытăнса тăнă, тăрать те. Чыслăх, Тăван çӗршыв умӗнчи парăм, ӗçе юратни Валентин Алексеевшăн пуш сăмахсем кăна мар, ӗмӗр тăршшӗпе çак ăнлавсене тӗпе хурса пурăннă вăл. Çавăн пек çынсем – пирӗн мăнаçлăх. 

 

Татьяна МАКСИМОВА.

Аксу районӗ,

Саврăшпуç.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев