Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Пирӗн ҫӗнӗ вĕрентекен» грант

Педагог тата вĕрентекен ҫулталӑкӗнче Тутарстан Республикин Раисĕ Рустам Минниханов пулӑшнипе «Пирӗн ҫӗнӗ вĕрентекен» гранта çĕнĕрен пуçарса ярасси пирки йышӑну тунӑ.

Грант конкурсне 3 ҫултан ытла мар шкулта вĕрентекен  педагог хутшӑнма пултарать. Гранта çĕнсе илекен вĕрентекене  виҫӗ ҫул хушши ĕç укçи çумне  10 пин тенкӗ укçа  хушса параççĕ.

Аса илтеретпӗр, «Пирӗн ҫӗнӗ вĕрентекен» гранта 2011 ҫулта ҫамрӑк вӗрентекенсене шкулсене явӑҫтарма йӗркеленӗ.

Гранта пурнӑҫланӑ ҫулсенче республикӑри шкулсене 1680 ҫамрӑк вӗрентекен ĕçе вырнаçнă.

Сăнÿкерчĕк mon.tatarstan.ru сайтран. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 2023 – Год педагога и наставника